Моргаушский муниципальный округ

Парăма шыраса илеççĕ.

 

        Темиçе çул каялла коммуналлă тÿлевсене вăхăтра тÿлейменнипе хуласем ытларах палăратчĕç. Тĕрĕссипе, вĕсен парăмĕсем паян та пысăк-ха. Анчах юлашки вăхăтра хваттер укçине ялсенче те вăхăтра тÿлесшĕн мар иккен.

        Муркаш район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх служби кăçалхи кăрлач-утă уйăхĕсенче коммуналлă тÿлевсене вăхăтра татман организацисемпе предприятисем тĕлĕшпе суда 77 тавăç тăратнă. Парăм хисепĕ-625 пин тенкĕ. 72 тавăç тăрăх тивĕçлĕ йышăну тунă.

        Судья йышăнăвĕ приставсем патне çитнĕ. Паянччен те парăма татманнисен хальхинче коммунальщиксемпе пĕр чĕлхе тупма тиветех.

 



"Хыпар"
18 августа 2004
00:00
Поделиться