Христос Туррăн мухтавне кăтартни
Хăй асапланас умĕн, Христос Туррăмăр апостолĕсене Туррăн мухтавне çап-çутă çутăлса кайса кăтартнă: хăй чăн-чăнах мессия иккенне çирĕпрех пĕлтерес тенĕ. Моисейпе Илия пророк çав вăхăтра вĕсем патне пырса тăрса: "Христос Моисей те мар, Илия та мар, чăн-чăнах Турă ывăлĕ иккенне апостолсем урлă иудейсем пурте пĕлмелле пултăр", - тенĕ. Çав вăхăтрах тата атте Турă çутă пĕлĕт ăшĕнче çитсе тăрса: "Çакă савнă манăн ывăлăм. Ăна итлĕр", - тесе, Христос, чăнах та, Туррăн пĕртен-пĕр ывăлĕ иккенне çирĕп ĕнентернĕ.
Евангели çинче çырнă пек, апостолсем çаксене курса пит хăраса çитнĕ тата Христос Туррăмăр вĕсене çак ĕç çинчен хăй пĕлĕт çине çĕкленнĕ хыççăн çех иудейсене пĕлтерме хушнă.
Çак Фравор тăвĕ çинче çап-çутă пулса, çăлаканăмăр çÿлти патшалăха кĕме тивĕçлĕ пулакан хăйĕн шанчăклă чурисене те çавнашкалах мухтав кĕтсе тăни çинчен те пĕлтересшĕн пулнă. Çаплах, тăванăмсем, тамăкăн ĕмĕрхи асапне курса ĕмĕр вутра çунса тăмалла пулас мар тесен, халлĕхе, Турă сучĕ умне пырса тăриччен, хамăра уйăрса панă вăхăтпа пĕлсе усă курар: чăн тĕнпе пурăнса, чиркÿ заповечĕсене те, библи заповечĕсене те, евангели заповечĕсене те тĕрĕс тытса пурнăçласа пурăнма тăрăшар, пĕр-пĕрне тăваннăн курса юратар, хисеплер, пирĕн пирки никам та çылăха кĕмелле ан пултăрччĕ. Пирĕнтен никам та сиен курмалла ан пултăрччĕ, тесех хамăра хамăр пур тĕлĕшрен те сăпайлă тытма тăрăшар, тăванăмсем. Пултарнă таран пĕр-пĕрин йывăрне тÿсме пулăшар. Çĕр çинче пурăннă чух çынна хĕрхенсен, вилсен хамăра та хĕрхенĕç. Тата Христос каланă: "Мĕнле халлĕн тĕл пулăп, çав халлĕн суд тăвăп", - тенĕ.
Çавăнпа та, чăннипех çÿлти патшалăхах кĕрес тетпĕр пулсан, пирĕн е кашни минутрах хамăра вилĕм кĕтсе тăрать, тесе шутласа: аскăнланмасăр, тăн пĕтичченех эрех ĕçсе иртĕнмесĕр, пуринпе те килĕштерсе, никам çине те çилĕ тытмасăр пурăнар. Праçниксенче чиркĕве кайса Турăран каçару, пулăшу ыйтса кĕл тума та тăрăшар тата типĕсенче çылăхсене священник умĕнче чĕререн ÿкĕнсе каласа парса, таса парнесенчен пай илсе, вăхăтран-вăхăта совеçсене тасатар.
Çапла пурăнни - эпир вилĕме тивĕçлипе кĕтсе илме хатĕррине пĕлтерни пулĕччĕ. Халлĕхе, Христос суд тума киличчен, пĕр-пĕриншĕн, пуринчен ытла вилнĕ, тамăкра асапланакан тăванăмăрсемшĕн, вĕсене Турă чир те, асап та, хуйхă та çук çĕре вырнаçтартăрччĕ тесе, хамăр та кĕл тăвар. Чиркĕве кайса священниксене вĕсемшĕн кĕл тума ыйтар: вĕсене Туррăмăр чĕррисемшĕн те, вилнисемшĕн те кĕл тума ирĕк панă: вĕсем престол умĕнче сирĕн вилнĕ тăванăмăрсемшĕн чĕререн кĕл туччăр. Пуринчен ытла Муркаш районĕнче венчет тумасăр пурăнакансем нумаййи ман чĕрене питĕ ыраттарать. Вĕсен пурнăçне мăшăрлă çынсен пурнăçĕ темелли çех. Чăннипех те, тăванăмсем, хамăра хамăр пĕртак хĕрхенер ĕнтĕ.Пурин те хăрушă судра Туррăн сылтăм енче тăмалла пултăрччĕ. Аминь.