Физкультурниксен кунĕ ячĕпе
Августăн 14-мĕшĕнче ытти çĕрте пекех пирĕн районта та Физкультурниксен кунне паллă турĕç.
Физкультурăпа спорт сывлăха çирĕплетмелли тĕп çул-йĕр пулса тăраççĕ. Сахал хускануллă пурнăç, телевизор умĕнче ытларах ларни нумай чирсем патне илсе пыраççĕ.
ЧР Президенчĕ 2004 çула çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Физкультурăпа спорта аталантарма ятарлă указ та йышăннă.
Çакна та асра тытса нумай ял администрацийĕсенче Физкультурниксен кунне тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсемпе паллă турĕç.
Хорнуй ял администрацийĕнче, сăмахран, волейболла, мини футболла выляссипе, çăмăл атлетикăпа (чупассипе) ăмăртусем ирттернĕ, ытти спорт вăййисем те пулнă. Ăмăртăва ку тăрăхри Уйкас Янасал, Турай, Çатракасси, Ярославка ял администрацийĕсем хутшăннă.
Чупассипе пĕрремĕш вырăна Турай ял администрацийĕн команди йышăннă, Хорнуйсем иккĕмĕшсем пулнă. Çак спорт мероприятине район администрацийĕн вырăнти самоуправлени ыйтăвĕсемпе тата кадрсен политикипе пай ертÿçи Л.Ю. Тарасова тата культура тата çамрăксемпе ĕçлекен пай ертÿçин çумĕ Г.Г. Любимова хутшăннă.
Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕнче те çак кун футболла выляссипе ветерансемпе çамрăксен юлташла тĕлпулăвĕ иртнĕ. Вăйă никам çĕнтерейменнипе вĕçленнĕ. Пенальти енĕпе мала тухса ветерансем çĕнтернĕ. Командăсем хавхалантармалли парнесене тивĕçнĕ.