Моргаушский муниципальный округ

Ĕç çыннисене спартакиада кĕтет

 

Муркаш ял администрацийĕ Физкультурниксен кунне халалласа предприятисемпе организацисем, учрежденисем  хушшинче  спартакиада ирттерет. Унăн тĕллевĕ - ĕç çыннисене физкультурăпа спорт мероприятийĕсене анлăрах явăçтарасси, ялти физкультурниксен ăсталăхне  ÿстересси.

Предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисенче 11 çын пулмалла: 7 арçын, 3 хĕрарăм тата 1 судья-представитель. Спартакиадăна хутшăнакансем çăмăл атлетикăпа, мини-футболпа, армспортпа, кире пуканĕ çĕклессипе, канат туртассипе ăмăртĕç. Кашни участник 3 тĕрлĕ ăмăртăва тата 100 метра чупассипе эстафетăна хутшăнма пултарать.

Заявкăсене Муркаш ял администрацине августăн 25-мĕшĕччен тăратмалла. Спартакиада августăн 26-мĕшĕнче Муркашри стадионта 10 сехетре пуçланать.

Муркаш ял администрацийĕ спартакиада ирттерме 500 тенкĕлĕх спонсорла пулăшу кĕтет. Пулăшма кăмăл пуррисене укçа-тенкĕне çак адреспа куçарма ыйтаççĕ.

Получатель: Финансовый отдел Министерства финансов Чувашской Республики в Моргаушском районе (Администрация Моргаушского района

 ЛŸс 060001200619

РŸс 40603810800001000063 ВКБ "Объединенный банк Республики" (ООО) г. Чебоксары

ИНН 2112001366

КПП 211201001

БИК 049706749

КŸсч. 30101810600000000749

Ыйтса пĕлмелли телефон: 2-18-32, 2-18-35.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
18 августа 2004
00:00
Поделиться
;