Вĕренÿ çулне хатĕрленес ыйтусемпе
Хальхи вăхăтра шкулсенче пĕр канăç та çук. Пур çĕрте те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе юлашки ĕçсене пурнăçлама тăрăшаççĕ.
Татса памалли ыйтусем те тупăнсах тăраççĕ. Шăпах çавсем пирки пухăнса калаçрĕç те иртнĕ юн кун шкул директорĕсем хăйсен канашлăвĕнче. Тĕрлĕ оборудованипе, компьютерсемпе тивĕçтересси те паян кайри вырăнта.
Паянхи пурнăç вĕрентÿ учрежденийĕсем умне пысăк та яваплă задачăсем лартать: профиллĕ вĕрентÿ, ют çĕршыв чĕлхисене ир вĕрентме тытăнасси, тĕрлĕ ВУЗсемпе çыхăнса ĕçлесси т. ыт. те.
Çĕнĕ вĕренÿ çулне сывă пурнăç йĕркине халаллама йышăннă. Сентябрĕн 1-мĕшĕнче пур шкулсенче те "Эпир сывă пурнăç йĕркине суйлатпăр" темăпа уроксем иртмелле.
Канашлура тĕрĕслекен органсен ертÿçисем те çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес тĕлĕшпе пурнăçламалли ĕçсем çинче чарăннă.