Моргаушский муниципальный округ

Спорт - çирĕп сывлăх юлташĕ

 

Пурнăçра чи хакли вăл - сывлăх. Кашни  çыннăн хăйĕн сывлăхĕ çирĕп пултăр тесе тăрăшмалла, мĕншĕн тесен çакă вăл пирĕн культура шайĕн пĕр пайĕ пулнипе пĕрлех физкультурăпа тата спортпа туслă пулни те. Хамăр сывлăх çирĕп пуласси ытларах хамăртанах килет.  Пирĕн район администрацийĕ те халăх сывлăхне  çирĕплетессипе çыхăннă ыйтусене татса парассине чи малти вырăна хурать. 2003 çулхи мартăн 28-мĕшĕнче с - 15-2 номерлĕ "2003-2006 çулсенче районта физкультурăпа спорта, туризма тата халăхăн сывă пурнăç йĕркине аталантарасси" комплекслă программа йышăннăччĕ. Çавăн пекех физкультурăпа массăллă спорта аталантарас ыйтăва район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕнчи коллеги, депутатсен районти Пухăвĕн социаллă тата культура, сывлăха сыхлас тата вĕрентÿ ыйтăвĕпе ĕçлекен яланхи комисси ларăвĕсенче сÿтсе яваççĕ.

Халăх сывлăхне çирĕплетес ыйтăва татса парассипе эпир районти вĕрентÿ тата культура, çамрăксемпе ĕçлекен пайĕсемпе, медицина ĕçченĕсемпе пĕрле ĕçлетпĕр.

Пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ: кăçалхи çула ЧР Президенчĕ çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ. Асăннă указ тухнă хыççăнах район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн тĕп мероприятисен планне çирĕплетнĕ. Çакăн пек плансене çавăн пекех Уйкас Янасал, Шурча,  Ильинка,  Юнкă, Шетмĕпуç ял администрацийĕсем те туса хатĕрлерĕç. Ытти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсем вара халăх сывлăхне çирĕплетесси  - пирĕн ĕç мар, терĕç-ши; - Нимĕнле план туса та аппаланмарĕç.

Асăннă указ хыççăнах 2003 çулхи декабрĕн 30-мĕшĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе  килĕшÿллĕн "Йĕлтĕр йĕрĕ сывлăхлă пулма чĕнет" конкурс ирттерме йышăннă. Асăннă ăмăртусем кăçалхи январь-март уйăхĕсенче иртрĕç. Шкулсенчен унта 1 Муркашсемпе Шурчасем, Хорнуйĕнчи пуçламăш шкулпа "Малыш" ача сачĕ "Отарккă) çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Мăн Сĕнтĕр, Йÿçкасси, Тивĕш, Нискасси, Сосновка, Атапай, Вăрманкасси шкулĕсем асăннă ăмăртăва пач та хутшăнмарĕç.

Июнь уйăхĕнче депутатсен районти Пухăвĕнче çÿлерех асăннă комплекслă программа мĕнле пурнăçланине сÿтсе яврĕç. Çав уйăхрах Пĕтĕм чăвашсен V спорт олимпиади пулса иртрĕ. Унта пирĕн район команди пĕтĕмĕшле V вырăн йышăнчĕ. Çулсеренех çамрăксен кунне халалласа иртерекен уявра та спорт мероприятийĕсем пысăк вырăн йышăнаççĕ. Кăçал та тĕрлĕрен интереслĕ спорт ăмăртăвĕсемпе вăйăсем иртрĕç унта. 

Пĕтĕмпе вара кăçалхи пĕрремĕш çур çулта район шайĕнче тата хуçалăхсенче 38, республикăра 5 ăмăрту иртрĕç. Апрель уйăхĕнче районти физкультурниксен активĕпе пухăнса, иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕмĕр, кăçал мĕн тумалли çинче чарăнса ьтăтăмăр.

Çакна палăртмалла: çулсеренех ЧР Физкультурăпа спорт  министерстви республикăри хуласемпе  районсенче физкультурăпа массăллă спорта аталантарассине кирлĕ пек йĕркелессипе смотр-конкурс ирттерет. Икĕ çул ĕнтĕ пирĕн район  унта 6 вырăн йышăнать. Мĕн çинчен калать ку; Эпир татах та лайăхрах ĕçлеме пултарни çинчен. Мĕншĕн тесен ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен секцийĕсене воспитани пама йывăр ачасене  сахал явăçтаратпăр. Çавăн пекех 1 разрядлă спортсменсем, спорт мастерĕн кандидачĕсемпе спорт мастерĕсем хатĕрлессипе те çителĕклĕ ĕçлетпĕр теме çук-ха. Шута илсечĕ çакна ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсен директорĕсен.

Пĕтĕмпе  вара шкулсенче ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕсенче штатпа 61 физкультура ĕçченĕ вăй хурать: вĕсенчен 40шĕ - физкультура учителĕсем, 12 тренер-преподаватель. Тепĕр 5ĕн Чăваш патшалăх педуниверситетĕнче заочно вĕренеççĕ.

Иртнĕ çул массăллă разрядлă 2260 спортсмен, 1 разрядлă 4 спортсмен, икĕ спорт мастерĕн кандидатне хатĕрленĕ. Спорт секцийĕсемпе ушкăнсене пĕтĕмпе 6938 çын çÿрет. Ку вăл 6-60 çулхисен 28,6 проценчĕ пулать.

Пĕтĕмпе вара районта 24 спортзал, спорт сооруженийĕсемпе площадкăсем 92,1 тир тата В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн йĕлтĕр бази пур.

Çакна палăртма кăмăллă. Спорт занятийĕсене шкул çулне çитмен ачасене те явăçтарма пуçланă. Пĕрремĕш хут районта "Малышиада" спартакиада иртрĕ. Анчах кашни шкултах эрнере физкультура урокне 3 сехет ирттерменни çав шкулсене чыс кÿмест.

Çавăн пекех республикăра çеç мар, районта та пĕрремĕш хут физкультурăпа  олимпиада иртрĕ: теори ыйтăвĕсемпе пĕрлех унта волейболпа, çăмăл атлетикăпа практика занятийĕсене кĕртнĕ. Республикăри олимпиадăра 26 командăран пирĕн район команди 4 вырăн йышăнни япăх мар.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче  спортăн 12 тĕсĕпе ирттернĕ вĕренекенсен олимпиадинче Муркаш тата Панкли шкулĕсем  çĕнтерчĕç. Анчах ку ăмăртусене те пур шкулсем те хутшăнмарĕç. Тĕслĕхрен, Вăрманкассипе Шатракасси шкулĕсем спортăн 1 е 2 тĕсĕпе çеç ăмăртăва хутшăнчĕç.

Районта Совет Союзĕн Геройĕсен И.Г. Мешаковăн, Я.А. Анисимовăн, СССР спорт мастерĕн В. Колбасовăн парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртусем те йăлана кĕчĕç. Мăн Сĕнтĕр, Муркаш, ял администрацийĕсенче спартакиадăсем иртрĕç иртнĕ çул.

2000 çулта "Урожай" ЧРФСО çĕнĕрен чĕртсе янине пурте пĕлеççĕ ĕнтĕ. Иртнĕ çул хĕллехи тата çуллахи ялти спорт вăййисенче пирĕн район команди 4 вырăн йышăнчĕ. Республикăри ăмăртусенче волейболла выляссипе хĕрарăмсемпе арçынсен командисем 3 вырăн, шашкăлла выляссипе 2, кире пуканĕ йăтассипе 3 вырăн йышăнтăмăр.

Районти ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕнче спортăн 6 тĕсĕпе  (йĕлтĕрпе чупасси, çăмăл атлетика, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, волейболла вылясси, бок тата маунтейнбайк) пĕтĕмпе 726 ача секцисене çÿрет, вĕсенчен 25-шĕ воспитани пама йывăр ачасем.

Район администрацийĕн пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн спортăн 12 тĕсĕпе çулсеренех ĕç çыннисен спартакиадине ирттересси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Халĕ унта тепĕр çĕнĕ тĕс хушăнчĕ - шывра ишесси. Иртнĕ çул спартакаиада çĕнтерÿçи "Оринино" хуçалăх пулса тăчĕ. 

Вырăнсенче физкультурăпа спорт мероприятийĕсене ирттерме. "Моргаушская" чăх-чĕп фабрикинче, Ильич ячĕллĕ, "Герой"* "Оринино" хуçалăхсенче çур ставкăпа спорт инструкторĕ пур. Ытти çĕрте пĕтĕмпе тенĕ пекех спорт энтузиасчĕсемпе çамрăксен лидерĕсем çинче тытăнса тăрать: И.М. Шивирев, А.П. Давыдов ("Ударник" ОПХ), В. Михайлов ("Юнга" АФ), А.Г. Прокопьев ("Оринино"), Е. Тямина ("Моргаушская" чăх-чĕп фабрики), О.В. Бардасова ("Герой"), В. Степанов (Муркашри кирпĕч завочĕ), И.В. Воробьев (В. Егорова ячĕллĕ ачасемпе ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕ) т. ыт. те.

Иртнĕ çулта вара райота пурĕ 38 ăмăртăва 8 пин çын хутшăннă. Çăмăл атлетикăпа В. Егорова, йĕлтĕрпе чупассипе Е. Андреев парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен республикăри ăмăртусем, воин-афганецсен парнисене çĕнсе илессишĕн ирĕклĕ майпа кĕрешсе ирттерекен республикăри ăмăрту, Чечен республикинче пуçĕсене хунă Семеновпа Дмитриева асăнса çăмăл атлетика, велоспортпа СССР спорт мастерĕн В. Шалтыковăн, волейболла ОМОН салтакĕн Г.Е. Кудьковăн, мини-футболла Раççей Геройĕн Е. Борисовăн, волейболла выляса тата йĕлтĕрпе чупса "Ударник" хуçалăх парнисене çĕнсе илессишĕн ирттерекен ăмăртусем пирĕн районта йăлана кĕчĕç ĕнтĕ.

Спортра пирĕн хамăрăн мухтавлă ятсем пур. 2003 çулта В.Егорова ячĕллĕ ачасемпе спорт шкулĕн воспитанници тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕ Т. Моисеева юниорсем  хушшинче хĕллехи биатлонпа виçĕ хутчен Европа чемпионки, Раççей чемпионки пулса тăчĕ. В. Соколова хăвăрт утассипе тĕнче шайĕнчи спорт мастерĕн нормативне пурнăçларĕ, юниорсем хушшинче тĕнче чемпионки пулса тăчĕ, Европăн V Кубокĕнче кĕмĕл медаль çĕнсе илчĕ. 2003 çул пĕтĕмлетĕвĕпе Вера "ЧР ылтăн спорт резервĕ" номинацире çĕнтерчĕ. П. Торфимов - Раççей спорт мастерĕ, юниорсем  хушшинче хăвăрт утассипе  Раççей чемпионĕ пулса тăчĕ.

Çавăн пекех Раççей чемпионачĕсемпе кубокĕсенче Раççей спорт мастерĕ А. Яргунькин, спорт мастерĕн кандидачĕсем В. Трофимов тата С. Васильев япăх мар ăмăртрĕç. Вĕсен пĕрремĕш наставникĕ вара - "ЧР тава тивĕçлĕ тренерĕсем" В.Ф. Кисилев тата А.В. Васильев Пĕтĕм Раççейри тата республикăри ăмăртусенче ачасемпе çамрăксен икĕ спорт шкулĕн воспитанникĕсем аван ăмăртрĕç. Вĕсен тренер-преподавателĕсене те ырăпах асăнмалла: И.В. Смирнов, Э.А. Гордеев, С.В. Черкашин, С.М. Ильич, А.И. Федоров тата ыттисем.

Çĕршыв хÿтĕлевçисен кунне халалласа ирттерекен  уйăхлăхра та пăшалтан тĕл перессипе çара каяс умĕнхи çамрăксем, шкул ачисем, ĕç çыннисем хушшинче ăмăрту ирттересси йăлара. Çак вăхăтра тата хĕллехи полиатлонпа районта мала тухассишĕн ăмăртусем пулса иртеççĕ. "Зарницăпа" "Орленока" та ачасем çулсерен хаваспах хутшăнаççĕ.

Инвалидсене те аякка пăрахса хăвармастпăр. Иртнĕ çул, ав, инвалидсен кунĕ тĕлне шашкăлла, шахматла выляссипе, дартспа ăмăртусем ирттертĕмĕр. Республикăри ăмăртусенче те ку тĕлĕшпе япăх мар кăтартусем турĕç.

Çитменлĕхсем те çук мар пирĕн ĕçре. Кашни шкулти физкультурăпа спорт клубĕсем пулсан аван пулмалла. Хальлĕхе вара Мăн Сĕнтĕрте çеç çарпа спорт клубĕ пур. Предприятисемпе организацисенче те коллетивсене физкультурăпа  тата спортпа туслаштарма нумай тимлемелле.

Вырăнти администрацисенче спорт спартакиадисене ирттересси вăй илсе пырать-ха. Нумаях пулмасть, ав, Мăн Сĕнтĕр ял администрацийĕ спорт тата çамрăксен уявне ирттерчĕ. Çавăн пекех ял администрацийĕсем хушшинче те çăмăл атлетикăпа эстафета пулчĕ.

Сăмахăма вĕçленĕ май çакна палăртам: паян Физкультурниксен кунне халалласа физкультурăпа спорт уявĕ пулать. Мичурин ячĕллĕ тата "Ударник" ОПХ командисем футболла выляççĕ. Пурте уява килĕр.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
14 августа 2004
00:00
Поделиться