Шкула кайма вăхăт çитет
Ах, ытла та хăвăрт иртеççĕ-çке илемлĕ те илĕртÿллĕ çу кунĕсем. Сисмерĕмĕр те ,август çуррине çитсе тăтăмăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шутлă кунсем юлчĕç.
Çуллахи вăхăтра районти ачасем тĕрлĕ лагерьсенче пулса канчĕç, сывлăхĕсене çирĕплетрĕç, çĕнĕ туссем тупрĕç. Халĕ вара вĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулĕ пуçланасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ, çу каçипе курман юлташĕсемшĕн те тунсăхлаççĕ.
Ашшĕ-амăшĕсем те канăçа çухатнă паян. Ачисем валли шкула кайма пурте пултăр тесе тăрăшаççĕ вĕсем.
Районти çынсем ыйтнине шута илсе Муркаш райповĕ çулсеренех кĕнеке магазинĕ умĕнчи лаптăкра шкул пасарне ирттерет.
Муркашра шкул пасарĕ ĕнер, августăн 13-мĕшĕнче иртрĕ. Чылай магазин тухнă суту-илÿ тума. Тетрачĕ, кĕнеки, кăранташĕ, ручки, сумкисемпе ранецсем, шкул формисем - пурне те туянма пулать кунта. Обществăлла апатлану предприятийĕсем кукăл-пÿремечпе, шашлыкпа сайлаççĕ.
Эрне кун пасар кунĕ пулнă кун халăх йышлă, çынсем те килсех тăраççĕ, хăйсене кирлĕ тавара туянаççĕ.