Паллашăр: çĕнĕ кĕнекесем
Литература... Литературăн талантлă произведенийĕ вăл - наци пуянлăхĕ. Вăл ăрусене пирĕн ăру çинчен, пирĕн вăхăт çинчен, унăн хумханăвĕсемпе ĕçĕсем çинчен чун-чĕре хăвачĕпе каласа парать. Илемлĕ литература творчествăлла ĕçре тата çак çул çинче тĕл пулакан йывăрлăхсемпе çитменлĕхсене çĕнтерес ĕçре хавхалантарса пырать.
Халĕ эпир Муркашри тĕп библиотекăна юлашки вăхăтра килнĕ литературăпа паллашăпăр.
1. Елтов В.Ф. Эрешмен серепи: Детективлă роман, повесть, калавсем. #В.Ф. Елтов - Шупашкар: Калем, 2003. - 132 с.
Виталий Елтов - хăй тĕллĕн вĕреннĕ журналист. Аслă Сĕнтел шкулĕнче вĕреннĕ чухнех Хусанта тухса тăракан "Хĕрлĕ ялав" хаçатпа çыхăннă. Малтанхи калавĕсем Аксу районĕнчи "Ял пурнăçĕ" хаçатра кун çути курнă. Шупашкарта тухакан "Капкăнра", "Мăртти", "Пушмак тĕпĕ", "Суя миллионер" тата ытти кулăшла калавсем пичетленнĕ. Халĕ "Эрешмен серепи" ятлăдетективлă романĕ кĕнекере пичетленсе тухать.
2. Левуков В.Л. Авăра кĕрсе юлнă шыв: калавсемпе повеçсем. Ÿ В.Л. Левуков - Шупашкар: Калем, 2003. - 196 с.
Автор хăйĕн пĕрремĕш кĕнекинче паянхпи пурнăçри çивĕч ыйтусене хускатать, вăл хайлавсенчи сăнарсен шăписене çурмаран пайлать. Автор чĕлхи вырăнти калаçу хăйевĕрлĕхĕпе пуян, сăнарсен характерĕсем çĕнĕ, чăн пурнăçран илнисем.
3. Леонтьев Н. Хурăнсем çапалах кашлаççĕ: Калавсемпе сăвăсем Ÿ Николай Леонтьев. - Шупашкар, 2003. - 176 с.
Литература анинче 40 çул ытла тăрăшнă автор хăйĕн чи сумлă, пысăк ĕçне - çырнисен кĕске пуххине хатĕрлерĕ те, вăл тухасса кĕтсе илеймерĕ. Халĕ вăл уншăн ĕмĕрлĕх палăк пулса юлтăр. Хăйĕн хайлавĕсенче Н. Леонтьев хамăр вăхăтри, кашни утăмра тĕл пулакан çынсен ĕçне-хĕлне, шухăш-кăмăлне уçса парать. Чĕлхи таса, типтерлĕ, уçă. Хайлавĕсем кĕске те тарăн шухăшлă, чуна çывăх, ĕнентерÿллĕ.
Ку кĕнекене пичете В. Григорьев пухса хатĕрленĕ.
4. Нестерова З.А. Арçынсем те макăраççĕ: Роман. З.А. Нестерова. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2003.- 288 с.
Автор хăйĕн произведенийĕнче пурнăç туй-çуйĕпе нуши-тамашине тĕрĕс çырса кăтартнă. Вулакан районти тĕп геройсемпе пĕрле иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсене те çитсе сехĕрленет, вăрçă тамăкĕ витĕр те тухать, вăрçă хыççăнхи кăткăс саманара та пулса курать.
5. Петров В.П. Венчет çĕрри: Повеçсем Ÿ В.В. Петров. - Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд-ви, 2003. - 303 с.
Паллă прозаикăн çĕнĕ кĕнекине юлашки вăхăтра çырнă повеçсем кĕнĕ. Вĕсенче автор паянхи кăткăс пурнăçăн çивĕч ыйтăвĕсене хускатать.Мулшăн хыпăнса пурăнаканнисем ыттисене те, хăйсене те инкек-синкек кÿнине, тÿрĕ кăмăллă, таса чунлă çынсем ырă курма тивĕçлине витĕмлĕ майсемпе ĕнентерет.
Кĕнекери хайлавсем психологи тĕлĕшĕнчи ĕнентерÿлĕхпе, сюжет çивĕчлĕхĕпе тата детектив кăсăклăхĕпе палăрса тăраççĕ.
6. Сипет В. Аслатиллĕ ир: Эпикăлла трагеди Ÿ Василий Сипет. - Шупашкар, 2003. - 87 с.
В.Н. Тихомиров (Сипет) С.М. Михайлов Сарри-паттăр çинчен çырса илнĕ, пичетлесе кăларнă истори халапне никĕс хурса питĕ лайăх трагеди çырнă. Унта 16-мĕш ĕмĕр варринчи пулăмсенче чăнлăх меслечĕпе тĕрĕс сăнласа кăтартнă. Пур тутар та чăвашсемшĕн усал пулман, тутарсем хушшинче те ырă çынсем пулнине трагедире тĕрĕс палăртнă.
Произведенире кăтартнă пулăмсем çыру çăлкуçĕнче те тĕл пулаççĕ тесе çырать В.Д. Дмитриев, истори наукисен докторĕ, профессор.
7. Тимофеев-Ыхра А.А. Пăлхар çийĕн вĕршĕнсем вĕçеççĕ: Повесть-эссе. Ÿ А.А. Тимофеев-Ыхра. - Кÿкеç, 2000 - 144 с.
А. Тимофеев-Ыхра вулакансене парнеленĕ илемлĕ хĕрсен - Нина Чукалова, Зина Суранова, Ирпи Федорова тата Инна Шалтямова сăнарĕсем - чăваш яш-кĕрĕмĕн юратнă сăнарĕсем пулса тăчĕç. Ку кĕнекере Эрине Гаврилова та вулакансене çепĕç туйăмсемпе савăнтарчĕ. Алмас Паттăрпа повеçри ытти геройсемпе пĕрле вĕсем авалхи Пăлхар - Чăваш çĕрĕсене çитсе курĕç.
Çак кĕнекесене эсир районти тĕп библиоткăра илсе вулама пултаратăр.