Халăхпа тачă çыхăнса
Пурăнас текен çын яланах малалла пăхать. Çапла пулмалла та. Мал ĕмĕт пулсан, ăна пурнăçлассишĕн тăрăшса кашниех канăçа çухатать, мĕншĕн тесен çав тĕллеве темле пулсан та пурнăçа кĕртмеллех. Ку вара кашни çыннăн çирĕп кăмăлĕнчен, вăл яваплăха туйнинчен килет. Çуллахи вăхăтра кирек епле ĕçе те пурнăçлама меллĕ. Çакна валли условисем те çителĕклĕ. Ял çыннийĕн хальхи тапхăрта пĕр канăç та çук. Куллен вуншар ыйту татса пама тивет ăна.
Ял администрацийĕсем, вырăнти влаç органĕсем пулнă май, çынсене нумай енĕпе пулăшса тăраççĕ, тĕрлĕ ыйтусене татса параççĕ.
Район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова çак кунсенче Катькас ял администрацийĕн пуçлăхĕпе Г.Г. Лебедевпа тĕл пулнă, хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарма ыйтнă.
- Геннадий Герасимович, хăвăр территорипе кĕскен паллаштарăр-ха?
- Катькас ял администрацине 12 ял, 1200 хуçалăх кĕрет. Вĕсенче пурĕ 3080 çын пурăнать.Паянхи куна илсен кашни ялтах çутçанталăк газĕ çунать. Халĕ çĕнĕ урамсене газ кĕртессипе тимлемелле. Катькас ялĕнче ăна валли проект хатĕрленĕ. Халĕ вăл экспертизăра.
Пирĕн территоринче икĕ ял хуçалăх предприятийĕ вырнаçнă: "Колос" хупă акционерлă общество тата "Муркашри чăх-чĕп фабрики" патшалăх унитарлă предприяти. Çавăн пекех халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерме медицина, культура, вĕрентÿ учрежденийĕсем ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсенче вак-тĕвек юсав ĕçĕсем ирттернĕ, культура учрежденийĕсене çĕр кăмрăкĕ турттараççĕ.
- Хăвăр тивĕçсене пурнăçланă чух эсир кам çине таянса ĕçлетĕр?
- Ял администрацийĕ кирек хăçан та халăхпа тачă çыхăнса ĕçлеме тăрăшать. Çав тĕллевпе ял администрацийĕ çумĕнче тĕрлĕрен канашсем йĕркеленĕ: старостăсен канашĕ (кашни ялта пĕршер староста суйланă), ветерансен канашĕ (председателĕ О.В. Тямина), хĕрарăмсен канашĕ тата çамрăксемпе ĕçлекен канаш.
Ялти çыннăн куллен вуншар ыйту татса пама тивет. Нумай чухне вĕсем тĕрлĕ ыйтусемпе ял администрацисене пыраççĕ. Вĕсене татса пама пулăшасси, кирлĕ сĕнÿсем парасси пирĕншĕн ялан малти вырăнта тăрать. Ку тĕлĕшпе пире ялсен старостисем нумай пулăшаççĕ. Ытти обществăлла организацисем те хăйсен тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлаççĕ. Ветерансен канашĕн ертÿçи О.В. Тямина ватăсен пурнăçĕпе кăсăклансах тăрать.
- Старостăсен ĕçĕ çинче тĕплĕнрех чарăнар-ха.
- Ял çыннисен тĕрлĕ тапхăрта тĕрлĕрен çивĕч ыйтусене татса памалла. Пĕр ăс лайăх, иккĕ тата лайăхрах теççĕ. Çавна шута илсе старостăсен канашĕн ларăвĕсене кашни уйăхрах ирттеретпĕр, вĕсен сĕнĕвĕсене те шута илетпĕр. Калаçăва пуçланă май манăн паян активлă, лайăх ĕçлекен старостăсене ятранах асăнса хăварас килет. Вĕсен шутĕнче В.Г. Олаевана палăртмалла. Кăçал вăл Шомик ялĕнче çĕнĕ урама газ кĕртнĕ çĕрте нумай тăрăшрĕ. Çеçмер ял старости В.П. Ильин ял хушшине тирпей-илем кĕртессипе нумай тимлерĕ. Çавăн пекех Г.П. Чернова, Г.П. Борцова, Н.И. Янгарова, З.Я. Филиппова старостăсене те ырăпа асăнмалла. Вĕсем хăйсен тивĕçĕсене яланах вăхăтра, йĕркеллĕ пурнăçласа пыраççĕ.
- Юлашки вăхăтра обществăра пулса иртекен улшăнусем ял пурнăçĕ çине те витĕм кÿреççĕ пулĕ?
- Çапла. Ялсем çĕнелсе илемленсе пыраççĕ, газ кĕртес ĕçсем те хăвăртланаççĕ.Çакă, паллах, пурне те савăнтарать. Ялсене социаллă аталантарас, унти пурнăçа йĕркелесе пырас тĕлĕшпе те ял администрацийĕн ĕçĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çак ĕçсене те халăхпа канашласа туса пыратпăр. Хальхи вăхăтра Шатракассинче чиркÿ патне çул тума пуçланă, унта хăйăр турттараççĕ.
Бюджет сферинчи учрежденисен те йывăрлăхсем çук мар. Вĕсене çĕнтерсе пыма пире нумай чухне районти депутатсен Пухăвĕн депутачĕ, Муркашри чăх-чĕп фабрикин директорĕ Н.Г. Ванеркин пулăшса пырать. Вăл ялсенчи пурнăçпа кăсăклансах тăрать, тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать.
Тĕрлĕ мероприятисем ирттернĕ чухне çавăн пекех депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕсем В.Н. Волкова, В.С. Кондратьев аякра тăрса юлмаççĕ, активлăх кăтартаççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ.
- Хăвăрăн малашнехи ĕçри тĕллевсене мĕнре куратăр?
- Ял администрацийĕн, вырăнти влаç органĕ пулнă май, пурнăçламалли тивĕçсем сахал мар.
Пурнăç пĕр вырăнта тăмасть, малаллах каять. Кăçалхи çула ЧР Президенчĕ çамрăксен тата сывă пурнăç йĕркин çулталăкĕ тесем пĕлтерчĕ. Тасалăхпа тирпейлĕх те пур çĕрте те малти вырăнта пулмалла. Çамрăксене преступлени тăвасран асăрхаттарасси, вĕсемпе ытларах çыхăну тытса, вĕсен активлăхне, пултарулăхне аталантарассипе те тимлемелле. Спорт мероприятийĕсене вĕсене ытларах явăçтармалла. Ĕçкĕпе иртĕхни, ялсенче тĕрлĕрен суррогатсем сутни те килĕшÿллĕ пулăм мар. Вĕсемпе те çине тăрса кĕрешмелле. Çемьери харкашусем, çамрăксем преступлени туни нумай чухне эрехпе çыхăннă. Çакăн пек çынсене эпир ял администрацине чĕнсе илсе калаçма тăрăшатпăр. Анчах та ку енĕпе ĕçлемелли нумай-ха. Вырăнти халăх ăнланулăхĕ ÿсессе шанас килет. Ытти енĕпе те ĕçлемелли сахал мар. Вырăнти халăхпа канашласа, пĕрле ĕçлесе пырсан кăна эпир малалла аталанма, мĕн палăртнине пурнăçлама пултаратпăр.