Моргаушский муниципальный округ

Вĕсен ырă кăмăлĕ - кашни валлиех

 

Ÿкессе пĕлнĕ пулсан тÿшек сармалаччĕ, тенĕ ваттисем. Эпĕ те çамрăк мар ĕнтĕ, сывлăх та хавшаса пырать. Нумаях пулмасть, чирленĕ пирки, эпĕ Мăн Сĕнтĕрти иккĕмĕш номерлĕ тĕп больницăра хирурги уйрăмĕнче выртса тухрăм. Мана сиплесе ура çине тăратассишĕн В.А. Прокопьев В.А. Васильев хирург, мĕн пур медсестрасемпе санитаркăсем ырми-канми тăрăшрĕç, йывăр чиртен сипленсе ура çине тăма пулăшрĕç. Вĕсем эмелсемпе анчах мар, ырă кăмăлĕсемпе, ăшă сăмахĕсемпе мана сиплеме тăрăшрĕç. Ăшă сăмах кашнин кăмăлне çĕклет, чиртен сывалма пулăшать, сивĕ сăмах вара çынна çапсах хуçать. Кунти тухтăрсем вара хăйсен тивĕçĕсене лайăх ăнланса тÿрĕ кăмăлпа пурнăçланса пыраççĕ. Пысăк тав вĕсене уншăн. Малашне те вĕсен ĕçĕсем ăнса пыччăр, алли-урисем таса, сывлăхĕсем çирĕп пулччăр. Çынсем вĕсен ĕçĕпе ялан савăнса тăччăр.

Меллĕ вăхăтпа усă курса Мăн Сĕнтĕрти васкавлă пулăшу уйрăмĕнче ĕçлекенсене те вăхăтра çитсе малтанхи пулăшу панăшăн чун-чĕререн тав тăвас килет.  Сирĕн ĕç те çав тери пархатарлă. Ырлăх-сывлăх, ăнăçу сунатăп сире. Нумай çынсене вăхăтра пулăшу парса çăлса хăварма турă пулăштăр сире.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
11 августа 2004
00:00
Поделиться