Уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ
Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче нумай енлĕ капланса пыракан уй-хир ĕçĕсем малалла пыраççĕ. Ĕнерхи кун тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут 9489 гектар (пĕтĕм лаптăкăн 74 проценчĕ), пĕр çул ÿсекен курăксене 1371 гектар (51 процент), улăх-çаран курăкĕсене 1128 гектар (55 процент) çинче çулнă.
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çак тапхăра 10035 тонна типĕтнĕ утă, 25640 тонна сенаж, 19568 тонна силос хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ.
Хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем сарăлсах пыраççĕ. Пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене хальлĕхе 1577 гектар çинче çулнă, 1498 гектар çинче çапса тĕшĕленĕ. Хуçалăхсенче кĕрхи культурăсем акма çĕр хатĕрлесси пырать.
"Çĕнтерÿ ялавĕ"