Муркаш ял администрацийĕн - çĕнĕ пуçлăх
Иртнĕ эрне кунран пуçласа Муркаш ял администрацийĕнче çĕнĕ пуçлăх ĕçлеме тытăнчĕ. Малтан ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă И.В. Павлова урăх ĕçе куçнă май, унăн вырăнне Муркаш ял адмнистрацийĕн пуçлăхĕ пулма Н.И. Никитина çирĕплетнĕ.
Николай Иванович Никитин 1953 çулхи декабрĕн 20-мĕшĕнче Çĕмĕрткасси ялĕнче çуралнă, мăшăрĕпе икĕ ачач ÿстернĕ. Вăл 1980 çулта чăваш ял хуçалăх институтне пĕтернĕ. Шупашкарта Чапаев яч.хис. заводра фрезеровщикра, "Ударник" хуçалăхра механикра, Муркашри юсавпа техника предприятийĕнче автобаза начальникĕнче, Шупашкарти нефтебазăра операторта ĕçленĕ. 1995 çултан пуçласа паянхи кунччен предприниматель пулса вăй хунă. Вăл 3-мĕш Шаптак Муркаш округĕнче депутатсен районти Пухăвĕн депутачĕ, вырăнти самоуправлени тата социаллă ыйтусемпе ĕçлекен яланхи комисси членĕ.
Н.И. Никитин Шаптак Муркаш ялĕнче пурăнать. Халĕ предприниматель ĕçĕпе аппаланмасть, ку тивĕçсене унăн ывăлĕ пурнăçласа пырать.
Муркаш ял администрацийĕн çĕнĕ пуçлăхне эпир çак яваплă ĕçе кÿленнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр, çак территоринче пурăнакансемшĕн ыррине нумай тума ăна ырлăх-сывлăх, ăнăçусем сунатпăр.