Çĕртме сухи - çурла уйăхĕнче
Эпĕ çакна халĕ та лайăх астăватăп-ха. Машина-трактор станцийĕсем (МТС) ĕçленĕ вăхăтра ял хуçалăх енĕпе ĕçлекен ученăйсем патне çакăн пек ыйту пулчĕ. Кĕрхи çĕртмене шăпах вырăнлă сухалани хăш уйăхра тата хăçан пурнăçлани хăш уйăхра пысăк пĕлтерĕшлĕрех; Ун чухне ученăйсен хуравне тĕрлĕ хаçатсенче çутатса пачĕç. Вĕсем çирĕплетсе каланипе, кĕрхи çĕртме сухине çурла (август) уйăхĕнче пурнăçлани питĕ- питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ иккен. Çурла уйăхĕнче сухаланă чухне тăпра сийĕ лайăх ванса юлать. Чылай вăхăт сухаламасан вара вăл хытса ларать, уй-хир те муклашкаланса каять. Паллах, çакăн хыççăн килес çулхи тыр-пул тухăçĕ чылай чакать. Ваннă кăпăрка тăпрапа хутшăса çум курăкĕсен вăррисем те тарăна пулса юлаççĕ, тепĕр çул шăтса тухаймаççĕ.
Кĕрхи çĕртмене прдплужниклă плугсемпе кăна тарăн сухаламалли çинчен пĕлтерчĕç ун чухне ученăйсем. Эпир вара, МТС ĕçченĕсем (эпĕ ун чухне трактор бригадине ертсе пыраттăмччĕ) августри çĕртме пирĕн тыр-пулăн никĕсĕпе тухăçĕ теме пуçларăмăр, çак ĕçе пурнăçлама пĕтĕм вăй-хала параттăмăр.
Эпĕ ĕç çинче нумай çулсем механизатор пулса ĕçленĕ, нумай сăнавсем ирттернĕ. Çакна çирĕплетсех калатăп: çурла уйăхĕнче сухаланă уйсенче тыр-пул та лайăх çитĕнетчĕ, çум курăкĕ те паянхпи пек алхасман. Тырра вырса илсен уйсене вунă кунтан мала сухаламасăр вырттармалла мар. Улăма çийĕнчех пуçтарса илсе сухалама тăрăшмалла, унсăрăн тăпра хытса ларать.
Кăçалхи вырмана тухнă хыççăн икĕ кун иртсен, эпĕ пĕрлешÿллĕ хуçалăхра пулса бригадирсемпе тата комбайнерсемпе калаçрăм. "Тыр-пул тухăçĕ вăйлах мар. Комбайн бункерĕ тырăпа мар, ытларах çум курăкĕпе (пиçенпе) тулать", - пĕлтерчĕç вĕсем мана. Тÿрремĕн каласан, çакă вăл иртнĕ çул кĕрхи çĕртмене сухаламасăр хăварни, сухана пысăк пахалăхпа пурнăçламаннин тата çуркунне çĕре шăйăрттаркаласа акса хăварнин результачĕ пулать.
Кĕр сухине питĕ кая юлса, çĕр шăнтма пуçласан тин пурнăçланин те усси сахал. Уççăн каласан, çĕртме сухине вăхăтра тата пысăк пахалăхпа пурнăçлассине хуçалăхсен паянхи ертÿçĕсенчен чылайăшĕ хакламанни курăнать. Акă, иртнĕ çулта çак кирлĕ ĕçе районти хуçалăхсенчен ытларахăшĕ çуррине те туса ирттереймен. Халĕ вара тыр-пул вăйлă тухăç параймасть, ирĕксĕрех ыйтас килет: кам айăплă-ха;
Халĕ районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче вырма ĕçĕсем анлăн сарăлса пыраççĕ. Хуçалăхсен ертÿçисене эпĕ çапла каласшăн. Малашне çум курăкĕсене тĕппипех пĕтерсе тыр-пул тухăçне ÿстерес тетĕр пулсан, тархасшăн çапса тĕшĕленĕ уйсенчи улăмпа арпана çийĕнчех пуçтарса тирпейлĕр, кĕрхи çĕртмене вара çурла уйăхĕнче сухаласа хăварăр. Кĕр тыррисене акма та вăхăт çитсе пырать, ун пирки те манас марччĕ.