Моргаушский муниципальный округ

Çĕнĕ автовокзал хута кайрĕ

 

Çĕнĕ автовокзал хута кайрĕ

Çулленех илемленсе, капăрланса пырать Муркаш сали. Юлашки çулсенче вăл палăрмалла мар улшăнса çĕнелчĕ. Капмар. çĕнĕ çуртсем, асфальт сарнă çулсем, тасалăхпа тирпейлĕх куçа илĕртеççĕ, чуна тыткăнлаççĕ. Юлашки çулсенче Муркаш республикăри смотр-конкурсра та та малти вырăнсене йышăнни çакна тепĕр хут çирĕплетет.

Ĕнер вара Муркаш район çыннисемшĕн тепĕр пысăк парне пулчĕ. Муркашра çĕнĕ автовокзал хута кайрĕ. Çула тухмасăр паян никам та пурăнаймасть. Тĕрлĕ ыйтусемпе район центрне е Шупашкара каймалли те тупăнсах тăрать çынсен. Çĕнĕ автовокзал уçăлнă ятпа кунта савăнăçлă митинг пулса иртрĕ. Унта республикăри АвтоВАC предприятин, подрядчиксемпе субподрядчиксем, район представителĕсем хутшăнчĕç. Çак ятпа кунта халăх  йышлăн пухăннă.

Ларăва кĕске сăмах каласа Муркаш ял администрацийĕн пуçлăхĕ Н.И. Никитин уçрĕ, пурне те çак ятпа ăшшăн саламларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов хăйĕн сăмахĕнче чи малтанах историе аса илчĕ. Муркашра пĕрремĕш автобус 50 çул каялла, 1954 çулта çÿреме пуçланă, 1952 çулта грузотаксисем çÿренĕ, çынсене турттарнă. Ун хыççăн та район  центрĕнче автовокзал тĕрлĕ çĕрте пулнă, универмаг умĕнче, Культура çурчĕ çывăхĕнче. Малтанах кассирта З.Г. Григорьева ĕçленĕ. 1988 çултанпа  вокзал çак лаптăкра.

Çĕнĕ вокзал хута кайни çынсен кăмăлне туллинрех тивĕçтерме сервиc ĕçне тĕпрен лайăхлатма май парать. вăл строительсене кĕске срокра çакăн пек хăтлă та илемлĕ çурта туса пĕтернĕшĕн тав турĕ. Сăмах май каласан, çурта "Моргаушское" МСО строителĕсем тунă. Вăл тул енчен те питĕ илемлĕ, шал енчен те хăтлă. Тăрăшсан пурте йĕркеллех пулать иккен. Шалта вара ларса канма креслăсем пур, аптека ĕçлет.

Савăнăçлă митингра Автовасăн генеральнăй директорĕ В.К. панев, ЧР транспорт департаменчĕн ертÿçи В.В. Гриднев район çыннисене çак парнепе саламласа сăмах каларĕç. Çулсем туса районта çĕнĕ маршрутсем тума шутлаççĕ вĕсем. Пасасажирсем те хăтлă çуртра çула ырă кăмăлпа тухса çÿрĕç. Пĕр-пĕрне ырă сунса,  хисеплесе, строительсен ĕçне хакласа пурăнасчĕ пурин те. Ун чухне никамăн та кăмăлĕ пăсăлмĕ. Çапла пултăрччĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
11 августа 2004
00:00
Поделиться