Арçынсемпе хĕрарăмсем çинчен
Арçынăн пуç мимийĕ хĕрарăмăннинчен 100 грама яхăн ытларах туратать, анчах çакă вăл арçынсем ăстăн ĕçĕнче ытларах пултарни çинчен каламасть - арçынпа танлаштарсан, хĕрарăм ăспа нумайрах вăхăт ĕçлеме пултарать.
Арçынсен мышца калăпăшĕ чылай пысăкрах (27 кг яхăн, хĕрарăмăн вăл вăтамарн 16 кг), анчах çак вăл арçын ÿт-пÿ тĕлĕшĕнчен ытларах тÿсĕмлĕреххине пĕлтермест.
Сывă арçынăн чĕри ерипенрех - минутра 65 хут тапать (хĕрарăмăн 72 хут), анчах çакăн пек перекетлĕ ĕçлесен те, вăл ытларах сывă юлать тесе калаймăн.
Арçын хăйĕн сывлăхĕ пирки сахалтарах ÿпкелешет, анчах хĕрарăм ытларах ыратнине тÿсме пултарать, ун чухне Геркулес та ăстăнне çухатнă пулĕччĕ.
Арçын организмĕнче 5 литра яхăн е хĕрарăмăннинчен 1,5 литр нумайрах юн çÿрет, анчах хĕрарăм организмĕ юн çухалнине хăвăртрах тавăрать.
Биологи тĕлĕшпе арçынсем хĕрарăмран вăйсăртарах: çĕр çине арçын ачасем хĕр ачасенчен нумайрах (106 арçын ача пуçне 100 хĕр ача çуралать). Анчах 25 çулхи çынсем хушшинче хĕрарăмсем арçынсенчен нумайрах. Ватăлнăçемĕн хĕрарăмсем нумайланаççĕ.