Ĕç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе
Çитес эрне кун, августăн 13-мĕшĕнче, районти вĕрентÿ пайĕн методика кабинетĕнче ĕç хăрушсăрлăхĕн ыйтăвĕсемпе семинар пулать. Унта хăрушсăрлăх техникин инженерĕсене, ĕç сыхлавĕн специалисчĕсене, профком председателĕсене чĕнеççĕ.
Семинарта ĕç хăрушсăрлăхĕн ĕç сыхлавĕ районта пĕрремĕш çур çулта мĕнле шайра пулни, çак енĕпе уйăхлăх ирттересси, ĕç условийĕсен хăрушсăрлăхне тивĕçтерессине обществăлла тĕрĕслесе тăрасси пирки ыйтусене пăхса тухаççĕ.
"Çĕнтерÿ ялавĕ"