Моргаушский муниципальный округ

"Нăри-ик! Нăри-ик! Пире çитерместĕр-им?

 

Кĕсьере укçа пур-и, çук-и - хырăм ăна-кăна пăхса тăмасть çав: çатăррр! выçса каять те, мĕн те пулин чăмламарăн-тăк шишь! иртсе каять çав шухăш. Эпир, çынсем, чăтма пултаратпăр-ха. А выльăхсем шутлама пĕлмеççĕ вĕт пирĕн хуçан укçи çук пуль фуражлăх тырă илме, тесе. Илтнĕ пуль выçă чух сыснасем мĕнле çухăрнине. "Передовик" хуçалăхра та ĕç укçине вăхăтра илеймеççĕ пуль çа-ав! Илсен те - мĕн тума çитет вăл. Çакна саплаштарас тенĕ-ши Ивановкăри  ферминчи хуралçăсем, е килти нăрик-нăрикĕсене тутлăрах çитересшĕн пулнă. 3 михĕ фуражлăх тырра çурăм çине çавăрса хураççĕ те яра параççĕ килелле. Çакăншăн саккунпа килĕшÿллĕн явап тыттарасси пирки темшĕн шутламан вара вĕсем.

Эх, пулмарĕ пуясси, магнитофонлă пуласси...

Месерле маччаналла сурса выртсах çăвара панулми кĕрсе ÿкессе шанакансем нумайлансах пыраççĕ пулмалла. Çапла майпа час-часах тăраничченех çиеççĕ тата хăшĕсем. Акă, июлĕн 30-мĕшĕнче çĕрле пĕр çамрăк çын хăй пĕлекен тепĕр çамрăк çын патне "хăнана" кайма шутланă. Алăкран мар çав, чÿрече çĕмĕрсе кĕнĕ. Кăнтăрла та мар - çĕрле. Лешĕ чĕннипе те мар - сисмен хушăра. Хăнана кайнă чух кам пуш алăпа кайтăр? Ку услап вара пачах урăхла хăтланнă: хăй çав çуртан магнитофонпа тăхăнмалли япаласем хĕстерсе тухнă. Вĕсене тăхăнса магнитофон кĕввипе авкаланса-хуçкаланса ташлама ун халь кăмăл çукрах пуль-ха: ячĕç тытрĕç пакунлисем - çак "кукăр алăллă" çамрăка. Эх, пулмарĕ ташласси.

Хĕрарăмсем арçынсене хĕнеме пуçларĕç-и? Хĕнеме кăна-и?

Улшăнчĕç иккен вăхăчĕ кăна мар, çынсем те. Ара, пĕр варта выртса ача чух пĕр татăк çăкăра çурмалла çисе ÿснĕ пĕртăвансем пĕр-пĕрне вĕлерме пуçларĕç пулсан, мĕн патне пырса тухатпăр. Пĕтĕм инкеке вара пуçа минретекен шăршлă шĕвекре. Эрехе пула мĕн чуль çыннăн пурнăçĕ пĕтрĕ пуль. Июлĕн 27-мĕшĕнче, акă, тепĕр çыннăн пурнăçĕ татăлчĕ. Хорнуйĕнче кăнтăрла иртсен ÿсĕр хĕрарăм хăйĕнпе пĕртăвана йывăç паткпа хĕнесе пĕтерет. Лешĕ вырăнтах вилсе каять. Хĕрарăмсем арçынсене хĕнесе вĕлерме пуçларĕç... Хĕрарăмсем эрех кÿпме пуçларĕç. Чарăнма пĕлмесен, эрех этемпе пуканепе вылянă пек вылять иккен...

Пулнă санăн, халĕ - манăн

Вăрăсем аллисемпе çеç мар, куçĕсемпе те хыт ĕçлеççĕ иккен. Ара, куçсене унталла-кунталла чăлт! чалт! ывăтмасăр камăн ăçта мĕн выртнине мĕнле курса юлăн. Августăн 2-мĕшĕнче, ав, Москакасси столовăйĕнчен буфетчица тавар туянакансенчен кашниех хырăм выççине ирттерме кĕнĕ тесе шутланă ĕнтĕ. Сотовăй телефонне прилавок айне хурса хăй тивĕçне пурнăçланă. Телефон çинчен аса илнĕ çĕре лешĕн шăрши-марши те юлман. Варри кукăль-тавраш илмесĕрех тапса сикрĕ-ши аллине сотовăй кĕрсен е чăмла-чăмла калаçрĕ-ши савнийĕпе? Милици аллине çаклансан кун пирки те каласа парĕ-ха.

Хăлхи чиккинчен тăхăнтартнă.

Алă кĕçĕтнин чирĕ алкоголизм пекех пуль çав. Иккĕмĕшсен ăш çунни эрех ĕçмесĕр иртмест пулсан, пĕрремĕшсен - кама та пулин хăлхи чикки çитермесен. Августăн 1-мĕшĕнче, ав, Атăл хĕрринче Шашкарта Шупашкар çамрăкĕсем "пирĕннисене" чышкă-маклашкă çитернĕ. Патак çини çырла çини мар иккен. Çакна больницăра выртакан пирĕн район çамрăкĕсем лайăхах ăнланчĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
07 августа 2004
00:00
Поделиться