Эмел курăкĕсем хатĕрлеме хутшăнăр
Медицина промышленноçĕ валли эмел курăкĕсем, чĕр тавар хатĕрлесе парас ĕçе районта çулленех çĕршер çын хутшăнать, питĕ кирлĕ те усăллă ĕçе пурнăçлать. Пĕлетпĕр ĕнтĕ, вĕсем хатĕрленĕ эмел курăкĕсенчен çынсене тĕрлĕ чир-чĕртен сыватма кирлĕ препаратсем туса кăлараççĕ, сывлăха çирĕплетме кирлĕ эмелсем т. ыт. те хатĕрлеççĕ. Çавăнпа та çак пархатарлă ĕçе хутшăнакан çынсене чĕререн тав тумалла кăна. Вĕсен йышĕнче шкулсенче вĕренекенсем, пенсионерсем уйрăмах нумай. Муркаш райпо правленийĕн йышăнăвĕпе, эмел курăкĕсем пухас енĕпе уйрăмах лайăх ĕçлекенсене палăртас тĕллевпе кăçал та конкурс йĕркеленĕ, унăн условийĕсене çирĕплетнĕ. Конкурса районти магазинсем, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулсем, уйрăм классемпе вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Çĕнтерÿçĕ тесе райпон хатĕрлев точкисене (магазинсем, йышăну пункчĕсем) чи нумай, анчах та типĕтнĕ виçепе 600 килограмран кая мар эмел курăкĕсем пухса паракансене шутлаççĕ. Конкурс итогĕсене çулталăк итогĕсем тăрăх палăртаççĕ. Уйрăмах маттуррисем валли укçан премисем уйăраççĕ: икĕ пĕрремĕш преми (300-шер тенкĕ), виçĕ иккĕмĕш преми (200-шер тенкĕ), пилĕк виççĕмĕш преми (100-шер тенкĕ).
Çавăн пекех Муркаш райпо канашĕн кăçалхи июлĕн 28-мĕшĕнчи йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, эмел курăкĕсене чи нумай пухса панă шкул ачине çулталăк итогĕсем тăрăх сотовăй телефон парнелеме палăртнă. Çак йышăну шкулсенче вĕренекенсене хавхалантарма кирлех. Маттур ачасене халех асăнма пулать ĕнтĕ. Акă, Турайри вăтам шкулти 7-мĕш класра вĕренекен Светлана Лопатина ку таранччен эмел курăкĕсене 2 пин тенкĕлĕх пухса парса велосипед туянчĕ. Тушкассинчи Татьяна Евтихеева 3 пин тенкĕлĕх, Çатракассинчи вăтам шкулти Сергей Грязнов 1,5 пин тенкĕлĕх, Кашмаш шкулĕнчи Сергей Тодинов 1 пин ытларах тенкĕлĕх эмел курăкĕсем хатĕрлесе пачĕç.
Çуллан юлашки уйăхĕ пырать. Анчах та эмел курăкĕсем пухмалли вăхăт иртсе кайман-ха. Çавăнпа та вĕсене пуçтарма кăмăл тăвакансене мĕнле курăксем пухмалли пинрки тата вĕсен хакĕсемпе паллаштаратпăр.
Августра хатĕрлемелли эмел курăкĕсем
Мĕн йышши Хакĕ (типĕтсен) Хакĕ (чĕрĕлле)
Хурăн çулхи 14 тенкĕ 2 тенкĕ
Пилеш курăкĕ (чечекĕсем) 11 тенкĕ 2 тенкĕ
Мулкач курăкĕ (курăкĕ) 11 тенкĕ 2 тенкĕ
Шурлăх туни (курăкĕ) 35 тенкĕ 6 тенкĕ
Шăши тикенекĕ (курăкĕ) 18 тенкĕ 3 тенкĕ
Шапа хупаххи (çулçисем) 26 тенкĕ 3 тенкĕ
Шăнăр курăкĕ (çулçисем) 24 тенкĕ 3 тенкĕ
Асăннă эмел курăкĕсене пуçтарнă çĕре пурне те активлă хутшăнма ыйтатпăр. Çак пархатарлă ĕçе пурнăçласа эсир çемье бюджетне те услам паратăр, райпо ирттерекен конкурсра çĕнтерме те майсем пысăкланаççĕ. Пурне те ăнăçусем сунатпăр.