Электроэнерги те - хальхи вăхăтра тавар
Темĕнле йывăр пулсан та ял çынни кил-тĕрĕш таврашне майлаштарсах пурăнма тăрăшать. Халĕ, çу кунĕсенче, пур ялсенче те тенĕ пекех килти хуçалăхсенче строительство, сварка ĕçĕсем пыраççĕ. Паллах, çак ĕçсем пурте кирлĕ те вырăнлă, анчах çакăн чухне вăйра тăракан саккунсемпе правилăсене пăхăнса пымалла, вĕсене пăсмалла мар. Районти пур ялта та тенĕ пекех эпир патшалăхăн 0,4 киловольтлă линийĕнчи электроэнергипе çынсене хăйсем ыйтнипе талăклăха е икĕ талăклăха усă курма ирĕк паратпăр. Анчах та, шел пулин те, техусловисемпе йĕркеллĕ паллашнă хыççăн та хăшĕсем электроэнергипе усă курма майлаштарнă кабеле вĕçертсе хумаççĕ, укçа тÿлемесĕр тенĕ пекех усă кураççĕ. Электроэнерги вара хальхи вăхăтра кирек епле япала-хатĕр пекех сутакан тавар, талăкри кирек хăш вăхăтра та тÿлевсĕр сутăнаканскер мар.
Килсенче лартнă-вырнаçтарнă счетчиксемпе килĕшÿллĕн тата вĕсене шута илсе, районта вăл е ку чухлĕ киловатт-сехетлĕх электроэнергипе тивĕçтереççĕ. Энергосбыт вара унпа мĕн чухлĕ тивĕçтернĕ, çавăн чухлĕ усă курма тивĕçлĕ те. Çавăнпа та строительство тĕллевĕсемпе электроэнергипе усă курас тесен кирек епле организацин те, уйрăм çынсен те Çурçĕр электричество сечĕсенчен электроэнергипе усă курнăшăн (вăхăтлăх) тивĕçлĕ техника условийĕсене илмелле, мĕн чухлĕ усă курасси çинчен пĕлтерсен усă курасси пирки чару çук.
Ĕçсене вĕçленĕ хыççăн çирĕплетнĕ йĕркепе пĕтĕм тăкаксемшĕн тÿлемелле. Шел пулин те, Энергосбыт ирттерекен тĕрĕслевсем çакăн чухне пирĕн асăрхаттарусемпе сĕнÿсене сĕмсĕррĕн пăснă тĕслĕхсем пуррине çирĕплетеççĕ.
Çавăнпа та ялсенче пурăнакансене тепĕр хут çакăн пирки асăрхаттарасшăн. Тархасшăн, электроэнергипе вăхăтлăха усă курма панă йĕркелĕхсемпе тирпейлĕ усă курăр, техника условийĕсене пурнăçлăр. Унсăрăн инкек-синкексем те пулма пултараççĕ, ытлашши укçа-тенкĕ те çухалма пултарать.
Хальхи вăхăтра ялсенчи урамсене каçхи вăхăтра çутатса тăмашкăн электроэнергипе тивĕçтерес ыйтăва та татса панă. Çак тĕллевпе район бюджетĕнчен 520 пин тенкĕлĕх укçа уйăрнă. Район администрацийĕн пурăнмалли çурт-йĕрпе капиталлă строительство пайĕ çак тăкаксене саплаштарса тăрать. Ял администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе калаçса татăлнă хыççăн кашни ялта мĕн чухлĕ лампочка (урамсенче) çунмалли пирки уçăмлатнă.
Шел пулин те, чылай çĕрте йĕрке çук. Нумай ялсенче электричество лампочкисене ирхи çутăлла та сÿнтерме "манаççĕ". Ял старостисем те, кÿршĕ çыннисем те çак самант пирки шутламаççĕ те. Çапла вара, мĕн чухлĕ укçана "сывлăша кăларса" яратпăр.
Энергосбытăн Муркашри участокĕ ялсенче пурăнакансене электроэнергипе усă курассинче перекетлĕ те тимлĕ пулма, саккунсемпе требованисене çирĕп пăхăнма ыйтать. Унсăрăн эпир хамăр енчен йышăнакан мерăсем тата çирĕпрех пулаççĕ.