Моргаушский муниципальный округ

Асамлă тухтăр

 

Ырă кăмăллă, пултаруллă, хăй ĕçне лайăх пĕлекен тухтăрсем ĕçлеççĕ Шетмĕпуç амбулаторийĕнче. Вĕсенчен пĕри – Светлана Ивановна Фомина. Вăтăрмĕш çул сиплет вăл Шетмĕпуç тăрăхĕнчи çынсене. Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухнăранпах.

- Ача тухтăрĕнчен пуçларăм. Çăмăл марччĕ. Çулталăка çитменнисем çирĕм пилĕк-вăтăр ачаччĕ. Район центрне çитме шоссе çулĕ пулманран йывăрччĕ питĕ. Чирлĕ ачасемпе лашапа тухса кайни те пулнă вун пилĕк çухрăма. Ача амăшĕ çуратнă хыççăн икĕ уйăхранах ĕçе тухнă, çавна май ачасем чирлесси те час-часчĕ. Çăмăл пулман, - каласа парать Светлана Ивановна.

Муркаш ялĕнче пĕчĕкрен ĕçе юратса ÿснĕскере йывăрлăхсем хăратса ÿкерме пултарайман. Халĕ Светлана Ивановна - физиотерапевт. Ун патне сипленме килекенсем яланах йышлă. Ырă кăмăллă, çынсемпе тарават. Чирлĕ çынна кирек хăçан та пулăшма хатĕр. Çын инкеке лекнине пĕлсен çĕр варринче тухса чупнисем те нумай пулнă. Çавăнпа юратаççĕ, хисеплеççĕ ăна пĕрле ĕçлекенсем те, ял-йыш та.

Светлана Ивановнăпа Иван Фомич çирĕм çичĕ çул ĕнтĕ тату та килĕштерсе пурăнаççĕ. Виçĕ ача пăхса çитĕнтерсе пурнăç çулĕ çине кăларчĕç. Асли, Валентина, амăшĕн çулĕпе кайрĕ. Шупашкарти медицина училищинчен вĕренсе тухрĕ, тĕп хулара ĕçлет, тин çеç кун çути курнă ачасене сиплет. Надежда - çĕвĕçĕ. Вăл та Шупашкарта. Иккĕшĕ те çемьеллĕ. Кĕçĕнни - Олег ывăлĕ – нумаях пулмасть Осети çĕрĕнчен службăран таврăнчĕ.

Светлана Ивановна, пирĕн Светлана, Светлана аппа, - тет ăна ял-йыш юратса, сума суса.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
07 августа 2004
00:00
Поделиться