Пĕчĕк çулсем пысăк тимлĕх ыйтаççĕ
2002 çулхи декабрьте Чăваш Республикин Минстрсен Кабинечĕ «2010 çулчченхи тапхăрти Чăваш Республикинчи ялсен социаллă аталанăвĕ» тĕллевлĕ программа йышăнчĕ. Вăл пурнăçа епле кĕрсе пынине ЧР Ял хуçалăх министерстви тĕрĕслесе тăрать. Программа заказчикĕсен шутĕнче республикăри Строительство, архитектура тата çул-йĕр министерстви те пур.
Çулсене пурнăç артерийĕсем тесе хакланăран, районта паянхи куна пĕтĕмĕшле çулсем 402 километр. Вĕсенчен 360 километрне яхăн асфальт çулсем. Çав вăхăтрах районти 177 ялтан кашнин патнех çитме асфальт çулсем çук. Çакнашкал ÿкерчĕк пирĕн района кăна пырса тивмест. Ăна кура ЧР Министрсен Кабинечĕ çывăхри вунă çул хушшинче республикăра çулсăр пĕр ял та юлмалла мар тесе йышăннă программа пурнăçланассинче хамăр тăрăшулăх та пысăк пĕлтерĕшлĕ.