Кашни сехетпе туллин усă курмалла
Пĕрлешÿллĕ хуçалăхсенче çитĕнтернĕ тыр-пула пухса тирпейлес ĕçсем пуçланчĕç ĕнтĕ. Кăçал вырма кая юлса килчĕ. Тухăçлăхрах тыр-пул туса илес тĕллевпе ĕçлесе пурăнакан хуçалăхсенче кăçал та япăх мар тухăç пуласси паллă. Вăл хуçалăхсен уйĕсене пăхсан чун хĕпĕртет те,савăнатьте. Шел пулин те, районти чылай хуçалăхра уйсенче тыр-пул питĕ япăх курăнса ларать. Вăл уйсене пăхсан ыратман чун ыратма пуçлать. Акнă тырă-пулă пĕтĕмпех çум курăкĕ айне путнă тесен те йăнăшах пулмĕ.
Уй-хирти тыр-пул çинчен сăмах-юмах пуçласан "Свобода" хуçалăхри Д. Замятин агроном мана çапла каласа пачĕ.
- Кĕрхи çĕртме сухине эпир çулленех пĕтĕм лаптăк çинче сухаласа хăваратп ăр. Çуркунне, çĕр пиçсе çитсен, сухаланă çĕрсем çинчен икĕ кун хушшинче сÿре агрегачĕсемпе нÿрĕке вăхăтра хупласа хăваратпăр. Çапла вара, тăпрара нÿрĕк чылай сыхланса юлать. Акнă тырăсем вăхăтра тата пĕр пек шăтса тухаççĕ, вăйлă аталанса пыраççĕ, - терĕ вăл. - Эпир пĕр гектар тырăна та минераллă удобренипе хутăштармасăр акмастпăр. Ир пулакан пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене вăхăтра тата пысăк пахалăхпа акса хăварма тăрăшатпăр. Пирĕн вăрлăх та пысăк кондициллĕ. Хамăр хуçалăхри механизаторсемпе эпĕ мухтанатăп. Вĕсем уй-хирте ялан чуна парса ĕçлеççĕ. Малаллахи пирĕн тĕллев - çум курăкĕсене уй-хирсенчен пĕтĕмпех тасатасси. Хальлĕхе вĕсем пирĕн патра та пур.
Паллах, акса çитĕнтернĕ тыр-пула кашни сехетпе туллин усă курса пĕр тăкаксăр, пысăк пахалăхпа пуçтарса илесси тата кĕлетсене кĕртесси хуçалăхертÿçисен пысăк та яваплă ĕçĕ пулмалла. Анчах та хăш-пĕр хуçалăхсен ертÿçисем çакăн çинчен манаççĕ пулас. Вулакансене эпĕ иртнĕ çулхи пĕр тĕслĕх çинчен каласа парасшăн. Ун чухне районта ырă ятпа пурăнакан хуçалăхăн машина-трактор паркĕнче пулса курма тÿр килчĕ. Пăхатăп та, пилĕк комбайн ванса лараççĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ -тырра тÿреммĕнех вырса çапакансем, иккĕшĕ - çулаканнисем. Комбайнерсемпе калаçатăп. "Хĕвелĕ хĕртсе пăхать, ытти комбайнсем хĕрсехъ тырă выраççĕ. Эсир вара мĕн сăлтава пула вырмастăр;" - ыйтатăп эпĕ.
Вĕсен тарăхса, хумханса каланă хуравĕ çапла пулчĕ: "Пире акă мĕн питĕ пăшăрхантарать. Пирĕн ертÿçĕсем çакăнта, паркра, мĕншĕн дежурство йĕркелемеççĕ; Калăпăр, токарь, сварщик тата тимĕрçĕ çакăнта ир пуçласа каçченех пулмалла, вĕсен вырмара сиксе тухакан кăлтăксене хăвăрт пĕтермелле. Халĕ вара, вĕсем çуккине пула, вăхăта сая ярса ларатпăр".
Комбайнсене пăхатăп та, вĕсене ĕçе хатĕрлесе çитермешкĕн те темех кирлех мар иккен. Пĕрисене кăшт вăхăтлăх токарь пулăшăвĕ кирлĕ, теприсене - саврщикпа тимĕрçĕ. Çапла вара, малтисен йышĕнчи çак хуçалăхра ертÿçĕсен айăпĕпе кăна пилĕк комбайн хаклă вăхăта çухатса ĕçлемесĕр ларчĕç.
"Свобода" хуçалăхран пулăшу шучĕпе "Юнга" хуçалăха пĕлтĕр икĕ комбайн вырма ĕçĕсене хутшăннă. Акă мĕн каласа пачĕç мана вĕсене хутшăннă пĕр тăван Петр тата Виталий Толикинсем:
- Эпир хуçалăха çитнĕ чухне йĕпхÿ пĕрĕхетчĕ. Пире лайăх кĕтсе илчĕç, хуçалăхра тырă вырмалли лаптăк татах та пысăкки çинчен пĕлтерчĕç. Пăхатпăр та, ку хуçалăхра вырмана тĕплĕн хатĕрленменни курăнать. Комбайнсем юсавлă мар, çунтармалли-сĕрмелли хатĕрсене пачах та хатĕрлемен. Хуçалăхăн укçи-тенки çук. Ик çĕр гектар лаптăк çинчи тырра çапса тĕшĕлесе патăмăр. Хуçалăхра çирĕп йĕрке çук. Вырмара кашни сехетпе туллин усă курнă пирки кунта калаçма та кирлĕ мар. Çавна пулах ĕнтĕ акса çитĕнтернĕ тырă юр çума пуçланичченех уйра ларнă.
Пурне те паллă ĕнтĕ, тыр-пул этеме усрать, тăрантарать тата тумлантарать. Тырă пулсан çын пурăнать, теççĕ халăхра. Уйрăмах эпĕ çакна асăнса хăварасшăн. Хуçалăх ертÿçисен тата агрономсемпе бригадирсен вырмара пĕтĕм ĕçсене комбайнерсене тата хуçалăхра ĕçлекенсене явăçтарса оперативлă ертсе пымалла.
Çакна лайăх астăватăп. Пĕр хуçалăхра комбайнерсен ушкăнĕ пĕр уйра тырă вырса пĕтернĕ те тепĕр вырăна (уя) куçмалла вĕсен. Анчах ăçта куçмаллине никам та пырса пĕлтермен. Комбайнсем хаклă вăхăта çухатса лараççĕ. Шăпах ĕнтĕ çакăн пек лару-тăрура тарăхса çитнĕ комбайнерсем "çутти" патне туртăнаççĕ.
Çапса тĕшĕленĕ тырăна комбайнсем патĕнчен йĕтемсем çине турттарнă çĕрте те çирĕп йĕрке пулмалла. Эпĕ хам та комбайнпа ĕçленĕ. Эпир кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче те комбайнсене нихăçан та чарса лартман, хамăрăн помощниксемпе ылмашăнса апат çинĕ, тырă вырма та чарăнман. Халĕ вара кăнтăр апачĕ çитсен механизаторсем комбайнсене ĕçлеттерме чарса хаклă вăхăта нумай çухатаççĕ.