Хĕрÿ вăхăт.
Çĕр ĕçĕпе ĕçлекенсемшĕн паянхи кун çав тери хĕрÿ вăхăт: выльăх апачĕ хатĕрлемелле, ăнса пулнă тыр-пула вăхăтра пуçтарса кĕртмелле, пахча çимĕçе ăнăçлă вырнаçтармалла. Çак самантра уй-хирте ĕçлекенĕн яваплăхĕ темиçе хут ÿсет. Ку енĕпе Муркаш районĕнчи «Оринино» хуçалăхра пăшăрханмаççĕ. Мĕншĕн тесен кашни механизатор хăйĕн ĕçне тĕплĕ пурнăçлать, паян тумаллине ырана хăвармасть. Çавăнпах хуçалăхри ĕçсем те кал-кал пыраççĕ.
"Хыпар"