Çамрăксем десантник пулма тивĕç пулччăр
Çамрăксем десантник пулма тивĕç пулччăр
Августăн 2-мĕшĕ - Сывлăшпа десант çарĕсен кунĕ. Çав ятпа виçĕм кун Москакассинчи Афганистан республикинче пуçĕсене хунă воин-афганецсене халалласа лартнă палăк умĕнче митинг пулчĕ. Унта Афганистан Республикинче çар тивĕçĕсене пурнăçланă салтаксемпе сывлăшпа десант çарĕсенче службăра тăнă салтаксем хутшăнчĕç.
Митинга район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова уçрĕ:
- Паян çакăнта пирĕн йыш татах та пысăкрах пулмаллаччĕ. Шел пулин те, мирлĕ вăхăтра та вĕри точкăсенче чăваш каччисем пуçĕсене хучĕç. Афганистан республикинче кăна пирĕн районтан 144ăн службăра тăнă. Вĕсенчен 7-шĕ каялла таврăнаймарĕ. Çавăн пекех Чечен республикинче пирĕн районти 3 салтак пуçĕсене хучĕ, Югославрие мирлĕ пурнăç тунă çĕрте те пирĕн ентешĕн пурнăçĕ татăлчĕ. Аслă Отечественнăй вăрçăра пирĕн районтан 10 пин çын ытла кайнă пулсан, вĕсенчен çуррийĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлчĕ. Вĕсене пирĕн самантлăха та манмалла мар. Вĕсен ячĕпе шăпах пирĕн пуласлăх çыхăннă, - терĕ Нина Пантелеевна митинга уçнă май. Унтан пурте вĕсене асăнса пĕр минут шăп тăчĕç.
Унтан Нина Пантелеевна çакăнта пуçтарăннă десантниксене сывлăшпа десант çарĕсен кунĕ ячĕпе саламларĕ.
Унтан пуçтарăннисене районти çар комиссарĕ Л.Н. Федоров саламларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл сывлăшпа десант çарĕсем пирĕн хĕçпăшаллă вăйсенче пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. Хăй те сывлăшпа десант çарĕнче службăра тăнăскер сăмахне çапла вĕçлерĕ:
- Сикнĕ пăлхануллă самант мĕн чухлĕ пулнă, телейлĕн çĕр çине çитни те çавăн чухлех пултăр, - терĕ вăл "çунатлă" çарта паян службăра тăракансен ячĕпе те. - Çак палăк çумне çырăннă 7 çын списокĕ çумне урăх пĕр хушамат та ан çырăнтăр,- терĕ вăл.
Митингра çавăн пекех районти афганецсен союзĕн председателĕ В.Е. Киршев, сывлăшпа десант çарĕнче службăра тăнă пирĕн ентеш, халĕ Шупашкарти агрегат заводĕнчи афганецсен союзĕн председателĕ Е.Ф. Чернов, Афганистанра службăра тăнă И.И. Смирнов, Н.Ф. Петров, десантниксен ячĕпе И. Михайлов сăмах илчĕç.
- Телейлĕ мирлĕ тÿпе, çирĕп сывлăх пултăр, ытти вара пирĕнтен килет, - терĕç вĕсем пурне те ыр сунса.
- Сирĕн çарти туслăх çирĕп пулни паянхи çамрăксемшĕн те ырă тĕслĕх пулса тăтăр, - терĕ районти çар комиссар çуме Д.Н. Захаров пухăннисене уяв ячĕпе саламласа.
Митинга пуçтарăннисем палăк умне чĕрĕ чечексем хучĕç.