Моргаушский муниципальный округ

Палăрмаллах улшăнать район сăн-сăпачĕ

 

Чăннипех те палăрмаллах улшăнать район сăн-сăпачĕ. Сывлăха сыхлас ĕçех илер-ха, акă. Тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн, ав, Ярапайкассинче, Нискассинчке пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсенче уçрĕç, Турайĕнчи участок больницинче çакăн йышши пÿлĕм пур. Вĕсене кĕрес килмелле. Ялтах халь сывлăха сиплеме условисем çителĕклĕ.

Иртнĕ юн кун вара çак савăнăç Москакасси тăрăхĕнче пурăнакансем патне те çитрĕ: пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ кунта та уçăлчĕ. Чăтăмсăррăн кĕтрĕç ялта пурăнакансем. Çак куна малтан фельдшер пункчĕ пулнă çурт паян кермен пек çуталса ларать, тултан та, шалтан та. Унăн заведующийĕ А.А. Романова каланă тăрăх, малтан пушă пулнă вырăнсенче  те халĕ тĕллевлĕн усă кураççĕ. Малтан мачча çийĕ шутланнă вырăнта халĕ кăнтăрлахи стационар палатисене туса хунă. Районти кунччен уçăлнă пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем çав тери илемлĕ, Москакассисен вара çакăн çумне хăйсен хăйнеевĕрлĕхĕ хутшăнать: уйрăмах иккĕмĕш хутри палатăсен вырнаçулăхĕпе йывăç мачча айĕнчи чуна çывăх ялти çăмăл сывлăш. Хăвăр кĕрсе курнине нимĕн те çитмест.

Чăннипех те, тĕплĕ юсав ĕçĕ валли уйăрнă 500 пин тенкĕ укçана çилпе вĕçтерменни куçкĕретех. Халăха сиплеме кирлĕ медицина оборудованине вара 310 пин тенкĕлĕх туяннă. Кĕçех тепĕр пысăк парне çитĕ вĕсем патне: ял халăхне вăхăтра пулăшу памашкăн ГДЗ оборудованиллĕ (çывăхрах автомашинăсене газпа заправка тумалли станци пур. ку икĕ хут йÿнĕрех ларать) "Васкавлу пулăшу" машини пулать Москакассисен.

Ытти çакăн йышши офиссемпе танлаштарсан, Москакассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕнче шайĕнчи аптека.

- Сирĕн хавхаланса пурăнас, лайăх ĕçлес туртăм пĕрре те ан чактăр, кунта халăхăн ытларах профилактика тĕлĕшпе килмелле пултăр, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов. Унтан вăл пирĕн районта уçăлнă пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем Раççей шайĕнчи ырă тĕслĕх, вĕренмелли тĕслĕх пулнине палăртрĕ.

Районти ытти ялсенче пурăнакансен те пăшăрханса ÿкме кирлĕ мар. Салам сăмахĕсем хыççăн районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов çакна палăртрĕ:

- Пирĕн тĕллев - малашне кашни ялти врач амбулаторийпе фельдшер пункчĕсенче тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсене уçасси.

Москакассисене çавăн пекех çак паллă кун ячĕпе депутатсен районти пухăвĕн депутачĕ Е.И. Петрова, В.М. Пушкин, районти "Страхланă больница касси" МП ертÿçи А.С. Андреева, Муркашри аптека ертÿçи Э.Е Микешкина, Мăн Сĕнтĕрти больницăн тĕп врачĕ Л.И. Самушков, Москакасси шкулĕн, ача сачĕн,т культура çурчĕн çвыăхри ялсенчи фельдшер пункчĕн заведующийĕсем, предпринимательсемпе ял çыннисем, кÿршĕсем тата ыттисем саламларĕç, парнесем пачĕç.

Эппин, ку тăрăхри халăхăн сывлăхĕ çирĕпленсех пытăр. Çак килĕшÿллĕ те илемлĕ пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмне ытларах чиртен сипленме мар, унран мĕнле сыхланмаллине пĕлме килмелле пултăрччĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
31 июля 2004
00:00
Поделиться