Хĕрача шывра путса вилнĕ
Урамра хаваслă çу кунĕсем тăраççĕ. Юлашки кунсенче çанталăк уйрăмах шăрăх пулчĕ. Çакă çитĕннисене те, ачасене те шыв хĕррине илĕртет. Анчах та кунта пĕр самантлăха та тимлĕхе çухатмалла мар çав: унсăрăн инкек çитсе тăма та пултарать.
Кун пек тĕслĕхсем, шел пулин те, иртнĕ çулсенче пулкаласах тăчĕ. Шыв хĕрринче инкек ан пултăр тесе вырăнти администрацисен ертÿçисем патне июлĕн 22-мĕшĕнче телефонограмма та янăччĕ. Унта халăх ытларах шыва кĕрекен вырăнсенче дежурство йĕркелемелле пирки каланăччĕ. Апла пулин те шыври инкек кăçал та пирĕн районтан пăрăнса иртеймерĕ иккен. Виçĕм кун Матьăкри Мироновсен килне пысăк инкек килсе çапрĕ: 5 çулхи Надя шывра путса вилчĕ.
Ашшĕ-амăшĕсем! Кĕçĕн çулхи ачăрсене куçăртан ан вĕçертĕр! Вырăнти ял администрацийĕсен пуçлăхĕсен вара çÿлерех асăннă сăмахсене пĕр хăлхаран кĕртсе теприн витĕр кăларас марччĕ. Кун пек инкек урăх ан пултăрччĕ.