Хĕл тутă пулĕ.
- Çанталăк йĕркеленнĕçемĕн ку ĕç пушшех те лайăхланчĕ. Паллах, утă хатĕрлемелли вăхăчĕ иртсе кайрĕ, çапах та мĕн пуррине пуçтарса кĕретпĕрех,- тет район администраци пуçлăхĕ Ю.Иванов.- Уйăх вĕçленнĕ тĕле нумай тата пĕр çул ÿсекен курăксене пĕрремĕш хут çулассине тĕплетпĕр. Выльăх апачĕ хатĕрлессипе «Оринино», «Восток», «Герой», «Ударник», «Свобода», «Сундырский « хуçалăхсем уйрăмах тăрăшуллă.
«Оринино» хуçалăхра эпир пынă кун тĕлне 400 тонна ытла утă, 2100 тонна силос хатĕрленĕ.
-Ку цифрăсем татах та пысăкланмалла. Çанталăкăн кашни уяр саманчĕпе усă куратпăр. Выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте паян çирĕм ытла техника ĕçлет. Халĕ пĕтĕм хăватпа вырмана хатĕрленетпĕр. Тухăç аван пулмалла,- тет хуçалăх ертÿçи Ю.Шишокин.
Мĕн ир пуçласа каçчен татăлмасть ĕç шавĕ хиртен. Утă преслакан техникăсем çаврăм хыççăн çаврăм тăваççĕ, хыççăнах автомашинăсем çитсе чарăнаççĕ, хатĕр утта ферма çывăхне турттараççĕ.