Моргаушский муниципальный округ

Хальхинче те мала тухнă

 

      Муркаш районĕнче çуралса ÿснĕ тĕнче класлă спорт мастерĕ Вера Соколова хальхинче те çамрăк çăмăл атлетсен тĕнче чемпионатĕнчен тăван тăрăха пысăк çитĕнÿпе таврăннă. Италири Гроссето хулинче иртнĕ тупăшура Раççей спортсменĕсем  ултă медальрен тăваттăшне çĕнсе илнĕ. Шăпах вĕсенчен пĕрин –«бронза» хуçи 17 çулти чăваш хĕрĕ.

      Олимп резервĕсен училищинче вĕренекен Вера хăвăрт утакансен республикăри спорт шкулĕнче Анатолий Николаев паллă тренер патĕнче ăсталăха туптать. Виçĕм çул вăл хăвăрт утакан çамрăк спортсменсен тĕнче чемпионатне хутшăннă, тепĕр çултан Шупашкарта иртнĕ Европа Кубокĕнче иккĕмĕш пулнă, ун хыççăн Канадăри Шербрук хулинче йĕркеленĕ тĕнче чемпионатĕнче каллех чи лайăх результат кăтартнă.



"Хыпар"
28 июля 2004
00:00
Поделиться
;