Моргаушский муниципальный округ

Пултаруллă травматолог-ортопед

 

Июлĕн 15-мĕшĕнче ЧР Президенчĕ Н.В. Федоров  указ кăларчĕ: унпа килĕшÿллĕн районти тĕп больницăри Л.Н. Андреев врач-травматолога "ЧР тава тивĕçлĕ врач" хисеплĕ ята пачĕç. Районĕпех хисеплекен, хăй ĕçне пĕлекен Леонид Николаевичшăн 50 çул умĕнхи юбилейĕ умĕн çакăнтан хаклă парне пур-ши? Аслă категориллĕ сывлăха сыхлас ĕçри отличник Л.Н. Андреев республикăри травматологсемшĕн те ырă тĕслĕх. Хăйĕн ĕçне пĕтĕм чун-чĕре хăвачĕпе тунăран ĕнтĕ малтан тивĕçет вăл çак наградăсене. 2001 çулчченех пĕр травматолог Леонид Николаевич пулнă. Яланах çĕннине шыраканскер 2000 çулта нейрохирургипе те специализациленчĕ: РФ Сывлăха сыхлас ĕç министерствин сертификат илчĕ.

Пултаруллă травматолог-ортопед Хусанта, Чулхулара, Санкт-Петербургра, Шупашкарта пĕрре мар хăй пĕлĕвне ÿстерчĕ. Паян Л.Н. Андреев районти тĕп больницăрах  çав тери кăткăс операцисем тăвать. Эпир пурте пĕлекен, хисеплекен Л.Н. Андреева 50 çулхи юбилейĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
24 июля 2004
00:00
Поделиться
;