Моргаушский муниципальный округ

Çын хăйне тасатать

 

 

- Христос çынни апатланас умĕн мĕншĕн сăхсăхать? Çиекен апат-çимĕçсем пурте таса мар-и?

- Ку ыйтăва Иоанн Ылтăн Чĕлхе сăмахĕсемпе ăнлантаратпăр: "Апат çиме париччен мĕншĕн кĕлтуса Туррăн пиллĕхне ыйтмалла-ха? - тенĕ вăл. - Çиме хатĕрленĕ апат таврашĕ таса мартан-и? Апат-çимĕç пурте тасах-ха, эпир хамăр, çылăхлăскерсем, таса мар".

Апла-тăк, тăванăмăрсем, апат çиме ларакан, сăхсăхса, апата тасатмасть, хăйне, çылăхсемпе варалансах тăраканскере, апат умĕн тасатас тесе сăхсăхать.

Çыннăн чунĕпе илемлĕ пулмалла

- Тумтир таврашне тĕрлĕ илемсемпе те эрешсемпе хитрелетмелле-и?

- Ун пек этем тĕнчене килĕшесшĕн, ăна юрăхлă пуласшăн тăрăшать. Турра вара этемĕн тулашĕ хитре пулнипе пулманни ним тума та кирлĕ мар, вăл этем ăшĕнчи илеме кăна хапăл тăвать.

Çынна ырă тума тăрăшăр

- Ыттисене айăп тума чарнă-им?

- Ыттисене айăп туса калаçма çеç те мар, ыттисене хамăра айăп туса калаçтармалла тăвасран та сыхланма хушнă Павел Апостол: "Çапла ĕнтĕ эпир пурсăмăр та, - тенĕ вăл, - хамăршăн хамăр Турра хисеп парăпăр. Малашне ĕнтĕ пĕр-пĕрне ан айăплăр, апла тăвиччен тăвана епле те пулин такăнма е улталанма парас марччĕ тесе шухăшлăр".



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
24 июля 2004
00:00
Поделиться
;