Варсун кун-çулĕ.
...Стрелоксен дивизийĕ пысăк çухатуллă та вутлă çапăçусемпе Елец хулинелле куçса пычĕ. Командовани заданийĕ çирĕп: хулана фашистсенчен тасатмалла. Мари АССРĕнчи Суслонгерта тăнă çамрăк салтаксен ушкăнĕ асăннă дивизие лекет. Вĕсен йышĕнче – Муркаш районне кĕрекен (ун чухне Элĕк районĕ пулнă) Уçăпкасси ялĕнчен килнĕ Варсонофий Андреев йĕкĕт. Вăл 17 тултарса 18 пуснă, Панклири тулли мар вăтам шкула пĕтерме ĕлкĕрнĕ кăна-ха. Ăна полк шкулне вĕренме йышăнаççĕ. Кĕçех вăл отделени командирĕ пулса тăрать. «Эсĕ, Андреев, ялта ÿснĕ, лашапа самаях ĕçленĕ, халĕ ĕнтĕ 45 миллиметрлă тупăна лашасемпе турттарма пуçла,- приказ парать командир,-эсĕ- лашасен коновочĕ...»
-Лашасемпе туппине вăрман хÿтлĕхне кĕртсе тăратрăмăр кăна, фашистсен виçĕ снарячĕ пырса хаплаттарчĕ, ванчăксем ал-урана амантрĕç,- аса илет ветеран. Кăштах лазаретра сипленсен, 2-мĕш Украина фрончĕн йышĕнче Каменец-Подольск хули патне çывхартăмăр. Кунта та лăпкă пулмарĕ, пĕр килпетсĕр вырăнта тăшман мини килсе кĕрĕслетрĕ- ванчăкĕсем сылтăм хул пуççине аркатрĕç, пĕри ÿпке варринех кĕрсе ларчĕ.
Паян кунччен хăйĕн ÿпкинче йăтса çÿрет Варсонофий Андреевич фашист «парнине».
Çапăçусенчи тепĕр самант. Чăваш каччи –«ДТ» пулеметăн иккĕмĕш номерĕ. Чăтма çук хаяр тытăçу. Ÿсĕр тăшман салтакĕсем урса кайса пирĕннисем йышăннă пĕчĕк плацдарма çавăрса илесшĕн тăрмашаççĕ. Çак çапăçура «ДП»- ăн пĕрремĕш номерĕ, вырăс каччи, вилмеллех аманать, ун вырăнне Варсонофий йышăнать, фашистсене пулеметран вутпа çунтарма тытăнать, темиçе фрица леш тĕнчене ăсатать. Сывă юлнисем каялла чакаççĕ- плацдарм сыхланса юлать. Малалла наступление ыткăнсан та пулемета алăран пăрахмасть, меллĕ вырăн йышăнса тăшман çине вут тăкать. Çак паттăрлăха командир(хушаматне ас тумасть ĕнтĕ Варсонофий) асăрхасах, сăнасах тăнă, çамрăк боеца награда пама хут çырать. Ун çинчен чăваш салтакĕ нимĕн те пĕлмен , шухăшламан та, Тăван çĕршыв умĕнчи тивĕçе пурнăçларăм кăна тесе шутланă.
Чылай çул иртсен, 1954 çулта Муркаш районĕн çар ĕç комиссарĕ хăй патне чĕнет Варсонофий Андреевича, ун ячĕпе награда килни çинчен пĕлтерет- кăкăрĕ çине 3 степень Мухтав орденне çакса ярать.Шыраса тупнах тивĕçлĕ награда хăйĕн хуçине.
Пĕррехинче чăвашсен паллă композиторĕ Ф.С. Васильев тата Ю.А.Илюхин музыковед Уçăпкассинче , композиторăн тăванĕсем –Варсонофий тата Алексей Андреевсем патĕнче хăнара пулнă. Васильевпа Андреевсен ашшĕсем пĕр тăвансем- пиччĕшпе шăллĕ. Федор Семенович мана каласа панăччĕ:»Ю.Илюхинпа сĕтел хушшинче ларатпăр. Кĕтмен çĕртен Варсун шăллăм «Ши-ши-ши вара» юрра шăрантарса ячĕ. Тимлесех итлетпĕр. «Хĕветĕр, ку юрăна илемлетсе чăн-чăн чăваш юрри тума пулать»,- терĕ Юрий Александрович. Çапла çуралчĕ халĕ хутран-ситрен радиопа янăракан чăваш юррисен репертуарне кĕрсе юлнă юрă.
Кашни тĕл-пулура Ю.Илюхин манран: «Епле пурăнать унта пирĕн юрăç Варсонофий?- тесе ыйтать. «Пурăнать-ха аванах»,- тетĕп вара.
1947 çулхи нарăсра яла таврăнать вăрçăра пиçĕхнĕ салтак. Тĕрлĕ ĕç колхозра.1963-1967 çулсенче – колхоз председателĕ. Тăватă ял-Уçăпкасси, Тури Панкли, Анатри Панкли тата Хурăнкасси пĕр колхоза пĕрлешсен – ертÿçĕ çумĕ. 9 çул ферма заведующийĕ. Унтан бригадăри рабочи, лаша пăхакан тата тем тĕрлĕ ĕç.
Çак статьяна çырнă вăхăтра Илья Яковлев пенсионер пырса кĕчĕ музее. В.Андреев çинчен çырнине асăрхарĕ те çакна аса илчĕ:»Варсонофий Андреев агитатор ĕçне те сахал мар туса пычĕ. Эпир çурлапа тырă вырнă чухне вăл транзисторлă приемник илсе тухатчĕ те ĕçлекенсене çĕршыв пурнăçĕ çинчен , тĕнчери лару-тăру çинчен итлеттерсе ăнлантаратчĕ. Час-часах хаçат-журнал, кĕнекесем илсе тухса вуласа паратчĕ». Варсонофий Андреевичăн ырă кăмăлĕ, çынлăхĕ çинчен унпа пĕрле ĕçленĕ хĕрарăмсемпе арçынсем каласа панине час-часах илтетĕн пирĕн Панкли таврашĕнче.
Виçĕ маттур ывăл ÿстерчĕç мăшăрĕпе. Мăшăрĕ пурнăçран уйрăлни чылай вăхăт ĕнтĕ, анчах урăх никампа та пĕрлешме шутламарĕ. Халĕ мăнукĕсене пăхать, вĕсем пурришĕн савăнать. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕхе пăхать.