Моргаушский муниципальный округ

Кунта канлĕх тупнă.

 

        Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти ваттисен çуртĕнче хальхи вăхăтра 11 çын пурăнать. Çак мучисемпе кинемисем хăй вăхăтĕнче ку тăрăхри хуçалăхсенче ĕçленĕ, ача-пăча çитĕнтернĕ. Çапах та, тĕрлĕ сăлтава пула, ватлăхра пĕччен тăрса юлнă. Шăпах çавсем хÿтлĕх тупнă та кунта. Вĕсен йывăр шăпине çăмăллатас тĕлĕшпе ваттисен çурчĕн ертÿçи Л.Г.Каргина,Е.Н.Грачева повар тата тасатса тирпейлесе тăракан Е.Е.Терентьева ырми-канми вăй хураççĕ,условисене те лайăхлатсах пыраççĕ, ытти çăмăллăхсене те туса параççĕ. «Хыпар» хаçат çырăнтарса панипе те кăмăллă ватăсем. Капла вĕсем пурнăçпа танах пыраççĕ-çке, республика,çĕршыв, тĕнче хыпарĕсемпе паллашаççĕ. Пушă вăхăт иртни те сисĕнмест теççĕ. Хăйсемшĕн тăрăшакансене ватă çынсем чун-чĕререн тав тăваççĕ.



"Хыпар"
21 июля 2004
00:00
Поделиться