Вăтам ĕç укçи ÿснĕ
Республикăри пур организацире те (вăл шутра пĕчĕк предпринимательлĕх организацийĕсем те) ĕçлекенсене шутласа панă уйăхри вăтам ĕç укçи 2004 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче 3760,8 тенкĕ пулнă, вăл шутра пысăк тата 15 çын ытла ĕçлекен вăтам предприятисенче - 3811,4 тенкĕ, 2003 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенчипе танлаштарсан 29,8 процент тата 31,6 процент ÿснĕ.
2004 çулхи çу уйăхĕнче, 2003 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, вăтам ĕç укçи 30 процент ÿссе 3868,9 тенкĕпе танлашнă, вăл шутра пысăк тата вăтам организацисенче - 30,7 процент тата 3910,9 тенкĕ.
Чăн-чăн вăтам ĕç укçи, потребитель хакĕсен индексне шута илсе шутланăскер, 2004 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче, 2003 çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан, 115,5 процент ÿснĕ. Çу уйăхĕнче, 2004 çулхи çу уйăхĕпе танлаштарсан, çак кăтарту 101,8 процент пулнă.
2004 çулхи кăрлач-çу уйăхĕсенче пысăк тата вăтам организацисенче чи пысăк ĕç укçи (республикăри вăтам шайпа танлаштарсан (Шупашкар, Канаш, Çĕнĕ Шупашкар хулисенче (1,3-2,1 хут пысăкрах) пулнă. Чи пĕчĕк ĕç укçи - Елчĕк, Элĕк, Комсомольски, Хĕрлĕ Чутай, Улатăр, Тăвай районĕсенче (2,5-2,1 хут пĕчĕкрех).
Кăрлач-çу уйăхĕсенче пысăк тата вăтам предприятисенче пĕр çын пуçне тÿлекен социаллă тÿлев 36,3 тенкĕ пулнă, пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлашитарсан çак кăтарту 24,3 процент ÿснĕ.