Моргаушский муниципальный округ

Тутлă çимĕç хуçисем

Мăн Сĕнтĕрте пурăнакансем пылак çиме юратаççĕ çав. Тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн кондитер цехĕнче торт-пирожнăйсем тума пуçлани савăнăç пулчĕ. Тутлă çимĕç хуçисем хатĕрлекен продукцине çийĕнчех туянса пĕтерни те Мăн Сĕнтĕрти кафере кондитерсем хăйсем ĕçне пĕлнине çирĕплетсе парать. Пурĕ 4ăн ĕçлеççĕ вĕсем кунта. В.А. Цветковапа Л.Д. Сапожникован  ĕç стажĕ 20 тата 28 çул. Чунне парсах вăй хураççĕ вĕсем. И.В. Михайловапа О.А. Варюхина хăйсем çакăн пек пултаруллă наставниксемпе ĕçлеме май килнĕшĕн савăнаççĕ. Туслă коллектив вара тутлă çимĕçсене 22 тĕрлине хатĕрлет.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
17 июля 2004
00:00
Поделиться