Моргаушский муниципальный округ

Çамрăк çемьесене параççĕ

 

"Çамрăк çемьесене çурт тума, туянма кредит параççĕ, тенине илтрĕм. Ăна камсем илме пултараççĕ? Çав ссудăна пур çамрăк çемье те илет-и?"

(Редакцие шăнкăравланинчен).

- Эсир тĕрĕсех илтнĕ. Çамрăк çемьесене куçман пурлăх туянма-тума паракан кредита Раççей Федерацийĕн территорийĕнче вырнаçнă хваттерсене, пÿлĕмсене туянма е инвестици договорĕпе килĕшÿллĕн куçман пурлăх объекчĕсене пая кĕрсе финанслама параççĕ. Эсир 18 çултан иртнĕ, мăшăрланнă пулсан тата мăшăртан упăшки е арăмĕ 30 çула çитмен пулсан, çак кредита илме пултаратăр. Çавăн пекех асăннă кредита тулли мар çемьесенчи граждансене те параççĕ, енчен те амăшĕ (ашшĕ) 30 çула çитмен пулсан.

Асăннă кредита илекенсен созаемщикĕсем вара çаксем пулаççĕ: мăшăрĕ, çамрăк çемье членĕсен мăшăрĕсем е ашшĕ-амăшĕсем, тулли мар çемьери амăшĕ (ашшĕ) е унăн ашшĕ-амăшĕ.

Кредит мĕн чухлĕ парасси вара заемщикпа поручительсен тÿлеме пултараслăхĕнчен килет. Вăл вара çакăн чухлĕ пулма пултарать: ачасăр çамрăк çемьесене - куçман пурлăх объекчĕн туянмалли е смета хăйĕн 70 проценчĕ чухлĕ, енчен те заемщик çав хакăн 30 процентне хăй хывать пулсан. Ачаллă çамрăк çемьесене - куçман пурлăх объекчĕн туянмалли е смета хакĕн 90 проценчĕ чухлĕ, енчен те заемщик çав хакăн 10 процентне хăй укçине хывать пулсан.

Кредит илекенĕн тÿлеме пултараслăхне шутланă чухне банк заемщик тупăшĕсĕр пуçне тата çак тупăшсене шута илет:

- мăшăрĕн тупăшне

- çамрăк çемье членĕсен ашшĕ-амăшĕн тупăшне

1. Енчен те тулли мар çемьери мăшăрĕсем е амăшĕ (ашшĕ) çеç созаемщиксем пулсан, заемщикăн е кашни созаемщик мăшăрĕн тÿлеме пултараслăхне шутланă чухне тĕп ĕçри (пенси) тупăш çумне çакна хушса шутлаççĕ:

- енчен те ĕç килĕшĕвĕн вăхăчĕ 1 çултан иртмест пулсан, урăх ĕçри тупăшне

- уйрăм практикăра ĕçлесе тунă тупăша.

2. Енчен те мăшăрĕсем тата ашшĕ-амăшĕ созаемщиксем пулсан, кашни созаемщикăн тÿлеме пултараслăхне шута илнĕ чух пĕр ĕçре (пенси) пулнă тупăша çеç шутлаççĕ.

3. Енчен те тулли мар çемьери амăшĕ (ашшĕ) тата унăн ашшĕ-амăшĕ (ашшĕ-амăшĕсем) созаемщиксем пулсан, кашни созаемщикăн тÿлеме пултараслёхне шута илнĕ чухне вĕсен пĕр ĕçри тупăшне (пенсипе) шута илеççĕ. Кунсăр пуçне пĕр созаемщикăн тÿлеме пултараслăхне шутланă чухне унăн тĕп ĕçри тупăш (пенси) çумне çак тупăшсенчен пĕрне кĕртеççĕ:

- ĕç килĕшĕвĕн вăхăчĕ 1 çултан иртмен пулсан, урăх ĕçри тупăшне

- уйрăм практикăра ĕçлеме тунă тупăша.

Асăннă кредита 15 çуллăха параççĕ. Ăна каялла 18 процентпа тÿлесе татмалла.

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
17 июля 2004
00:00
Поделиться