Тутлă çитĕр, самăрлантăр
Панă апата выльăх пĕтĕмпех çисе яни кил хуçине савăнтарать. Апат анать пулсан выльăх хăвăртрах самăрланасси паллă. Апла пулсан, паракан апата тутлăлантармалла.
Тĕслĕхрен, сыснасем тĕш тырăна япăх чăмлаççĕ. Çавăнпа та ăна авăртса пăшăхтармалла. Пăшăхтарнă чухне авăртнă тырра вĕри шывпа хутăштарса 3-4 сехетлĕх хупласа лартмалла. Пăшăхтарнă апат хăвăрт пăсăлать, çавăнпа та ăна çийĕнчех çитерсе ямалла.
Апата çĕпре хушни углеводсемпе пуян, анчах белок сахалтарах апатсен тутине лайăхлатать. 1 кг çăнăха 10 г çĕпрепе хутăштармалла, çийĕнчен 1,5 литр ăшă шыв ярса лайăххăн пăтратмалла. Унтан 6-9 сехетлĕх ăшă вырăна лартмалла. Тырра тĕрлĕ витаминсемпе пуянлатас тесен ăна шÿтерсе акаççĕ. Шăтса тухсан питĕ лайăх апат пулать. Пăрçана, викăна, апат-çимĕç юлашкийĕсене пĕçерсе памалла. Çĕр улмине вара лайăх çуса-тасатса пĕçермелле, тÿмелле, сивĕнсе кайиччен çитермелле.
Витаминсемпе пуян тымар çимĕçсене çуса, тураса чĕрĕллех çитерме юрать. Шăрăх вăхăтра çĕр улмине, тымар çимĕçсене пĕрре памалăх çеç пĕçермелле, нумайрах пулчĕ пулсан апат йÿçесрен ăна сивĕрех çĕрте упрăр. Тымар çимĕç пĕçернĕ шыва выльăхсене пама юрамасть.
Выльăха утă çитерес тетĕр пулсан малтан тураса 2-3 сехет хушши вĕри шывпа пăшăхтарăр. Утă арпине пăшăхтармасăрах ытти тымар çимĕçсемпе хушса пама юрать. Пăшăхтарнă утта, симĕс курăка, кишĕре, çĕр улмине тĕрлĕ концетратсемпе хутăштарса парсан вырăнлăрах.
Сĕт-турăха ятарласа хатĕрлеме кирлĕ мар, анчах та ытлашши йÿçнине ан çитерĕр.
Çуллахи шăрăх вăхăтра килти выльăха ытларах ирпе е каçпала симĕс курăк çине илсе тухни лайăхах вара.
Енчен те эсир çаран çинче сыснана ним те хăратманнине пĕлетĕр пулсан, питĕ ансат кăкармалли мелпе усă курса пĕчченех хăварма пулать. Урама кăларма май çук пулсан хÿме тытнă вырăнта пылчăк ăшĕнче йăвалантăр. Ку ăна пачах сиен кÿрес çук. Çаран çинче çисе çÿренĕ чух сыснана хĕвел ан кансĕрлетĕр тесен лупас туса парăрах ĕнтĕ.
Çак асăннисене пурнăçласан ан иккĕленĕр: сирĕн выльăх самăрланатех.