Хамăр тимлемесен ĕç те ăнмасть, апат та пулмасть.
Кăçалхи çанталăк обществăлла выльăх-чĕрлĕх валли ытлă-çитлĕ апат хатĕрлемешкĕн кÿлĕннĕ ял ĕçченне самаях пăшăрхантарать. Акнă курăксем, улăх-çаран курăкĕсем çав тери тухăçлă çитĕннĕ, анчах тăтăш килсе лÿшкекен çумăрсем пĕтĕм ĕçлес кăмăла хуçса хăвараççĕ.
- Хамăр тимлемесен ĕç те ăнмасть, апат та пулмасть. Çавăнпа ыр кăмăллă çанталăкăн кашни сехечĕпе тухăçлă усă курма тăрăшатпăр, - тет Ленин яч. хис. ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçи Андрей Владимирович Гаврилов.
Эпир хуçалăха çитнĕ чухне вăл Шаптакри ĕне ферминчеччĕ. Кунта маларах çулнă лаптăксенчен кÿрсе килекен рулонлă тюксене тирпейлĕ купаласа хураççĕ, çырма хĕрринерех вырнаçнă виçĕ сенаж яминчен пĕрне уйран çулса килекен ешĕл массăна таптаса пусăрăнтарма тытăннă. Курăксем çулакан техника уя тухайманччĕ-ха, малтанхи каç çуса кайнă çумăр хыççăн вырăнăн-вырăнăн шыв кÿленчĕкĕсем те сăрхăнса ĕлкĕреймен.
Хуçалăхăн кăçал нумай çул ÿсекен курăксене 567 гектар, пĕр çул ÿсекен курăксене 137 гектар, улăх-çаран курăкĕсене 50 гектар çинчен çулса тирпейлемелле. Çав лаптăксенчен 1030 тонна утă, 1500 тонна сенаж-силос хатĕрлеме палăртнă. Ĕнерхи кун тĕлне нумай çул ÿсекен курăксене 200 гектар утăлăх çулса 300 тоннăна яхăн типĕ утă хатĕрлеме ĕлкĕрнĕ. Пĕрремĕш ямăна çавăн чухлех сенаж хывăннă. Выльăх апачĕ хатĕрлесси пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç пулнине шута илсе, хуçалăх кăçал лизингпа выльăх апачлĕх культурăсем çулакан "Волга" агрегат, рулонлă пресс-подборщик, роторлă косилка туяннă. Кивелсе çитнĕрен маларахри çулсенче хытах чăхăмланă техникăна çĕнетсе пыни хуçалăхшăн кăçал самаях тĕкĕ.
- Ут çине хутшăнакансем валли тивĕçлĕ ĕç условийĕсем туса патăмăр пулин те ĕçе тухакан халăх сахал. Ытларах хăйсен 60 соткисем çинче тапаланаççĕ. Çавăнпа та техникăна çаврăнăçуллă ĕçлеттересси пысăк пĕлтерĕшлех. Сăмахран, лаптăксенче çулса илнĕ малтанхи 150 тонна утă хĕллехи управа пĕр çумăр курмасăрах кĕчĕ. Халĕ ĕнтĕ тата вăр-вартарах пулма тивет, - пĕлтерет хуçалăх ертÿçи. - Калăпăр, сенаж-силоса эпир ешĕл масса ытлă-çитлĕ пулнăран 2 пин тоннăран кая мар хывса хăварма пултаратпăр. Анчах технологие те çирĕп пăхăнас пулать, апат пахалăхĕ те тивĕçтертĕр. Лаптăксенчи курăксем, ав, ватăлсах пыраççĕ.
Хуçалăхăн тĕп зоотехникĕн тивĕçĕсене нумаях пулмасть пурнăçлама тытăннă Светлана Юрьевна Николаева вара паян апат пахалăхĕ тивĕçлĕ шайра пултăр тесе уйрăмах ларма-тăма пĕлмен çынсенчен пĕри-тăр. Сенаж масси турттаракансемпе ăна таптаса пусăрăнтаракансем патĕнче те кун каçах вăл. Хуçалăха практикăна килнĕ, Чăваш ял хуçалăх академийĕн агрономи факультечĕн виççĕмĕш курсне пĕтернĕ Сергей Николаевич Смирнов те ерçÿллĕ вăхăтра ашшĕ ĕçлекен трактор çине ларса уйран килекен утă тюкĕсене купаласа пама ÿркенсе тăмасть. Ешĕл массăна çулакан агрегат тухайманччĕ пулин те, 20 çул ытла водительте чунне парса ĕçлекен Михаил Александрович Михеев автомашинине уя кăларса лартнăччĕ ĕнтĕ.
Çак тата ытти хăш-пĕр маттур ĕçченсен тăрăшулăхĕпе ыттисем те хавхалансан Хорнуйсемпе Шаптаксем кăçал выльăх апачĕллĕ пулаççех.