Моргаушский муниципальный округ

Тепĕр хут шутласа палăртнă

 

  Çĕршывра пенси реформи малалла пырать. Çавăнпа та улшăнусем, çĕнĕлĕхсем тăтăшах тухса тăраççĕ, Пенси фончĕн органĕсем вĕсене куç ытамĕнчех тытаççĕ. 2004 çулхи июлĕн 1-мĕшĕнчен тытăнса, "Раççей Федерацийĕнчи ĕç пенсийĕсем çинчен" Саккунăн 17 статйин 3 тата 5 пункчĕсемпе килĕшÿллĕн пенсин страховой пайне тепĕр хут шутласа палăртнă тата корректировка тунă. Тепĕр хут шутласа пенсин страховой пайне палăртассине страхланнă çынсем панă заявленисем тăрăх 2002-2003 çулсенче ĕçленĕ пенсионерсем тĕлĕшпе пурнăçланă. Страхланнă çынсемшĕн страхователь (ĕçпе тивĕçтерекен) страховой взноссене мĕн чухлĕ тÿленине кура, ĕçленĕ е ĕçлекен пур пенсионерсенне те 2002-2003 çулсемшĕн пенсин страховой пайне корректировка тунă.

Пенсин страховой пайне тепĕр хут шутласа палăртмашкăн ĕçлекен 1383 пенсионертан 437 заявлени (32 процент) пулнă. Тепĕр хут шутласа парассине 431 пенсионерăнне тивĕçтернĕ, 5 пенсионерăн страховой взноссем пулман (вĕсене страхователь куçарса паман), тепĕр пенсионерăн тепĕр регионтан куçарса панă лицевой счет выписки килсе çитмен. Çапла вара, тепĕр хут шутласа палăртнă хыççăн пенси виçи вăтамран 29 тенкĕ те 47 пус чухлĕ пысăкланнă.

Ĕç пенсийĕн страховой пайне 497 пенсионерăнне корректировка тумаллаччĕ. Ку тĕлĕшпе ĕçе 367 пенсионер тĕлĕшпе кăна пурнăçланă, 15 пенсионерăн страховой взноссем пулман. Корректировка тунă хыççăн 264 пенсионерăн ĕç пенсийĕн страховой пайĕн виçи вăтамран 5 тенкĕ те 73 пуслăх пысăкланнă, 115 пенсионерăн пенси виçи улшăнман тата малтанхи пекех юлнă, 103 пенсионерăн пенсин страховой пайĕн виçи вăтамран 3 тенкĕ те 67 пус чухлĕ пĕчĕкленнĕ. Страховой пай виçи пĕчĕкленни - ĕçпе тивĕçтерекен страховой взноссене пĕтĕмпех тÿлесе тăнин кăтартăвĕ.

Пенсин страховой пайне тепĕр хут шутласа палăртнă тата корректировка тунă хыççăн пенсин вăтам виçи районĕпе 1503 тенкĕ те 26 пуспа танлашрĕ.

  

 



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
10 июля 2004
00:00
Поделиться