Моргаушский муниципальный округ

Археологи тĕпчевĕсем ирттереççĕ.

 

     Çак эрнере Сосновкăри вĕрентÿпе культура центрĕнче И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх  университечĕн истори факультечĕн 1 курс студенчĕсем 3 кун хушши пулчĕç. Мĕнле тĕллевпе килнĕ-ха вĕсем пирĕн района? Мĕнле тĕпчевсем туса ирттерчĕç? Кун пирки пире çак ушкăн ертÿçи, Чăваш патшалăх гуманитари институчĕн археологи пе этнографи тата вырăнти истори кафедрин аслă преподавателĕ, археологи дисциплинине ертсе пыраканĕ Е.П.Михайлов каласа пама килĕшрĕ.

       -Евгений Петрович, эсир Муркаш районне килнин тĕп тĕллевĕ.

        Çак вĕренÿ практикипе эпир кашни çулах районсене тухса çÿретпĕр.Пирĕн тĕп тĕллев ĕнтĕ вăл- археологи тĕпчевĕсем туса ирттересси, Муркаш районĕнчи паллă палăксене пăхса çÿресси тата çĕннисене шыраса тупса палăртасси.

        -Çакăн пек вырăнсене чавма юрамасть:пĕрремĕшĕнчен-укçа нумай кирлĕ, иккĕмĕшĕнчен-ятарлă документ тата ирĕк илмелле. Тата çакна каласа хăварас килет.Пирĕн университет вара çак археологи практикине ирттерме пĕр пус укçа та уйăрмасть, вĕрентÿ программинче пур пулсан та.

          -Кунта мĕнле йышăнчĕç-ха вара сире, мĕнле те пулин килĕшÿ тунах пулĕ?

         - Муркаш районĕ тахçанах ырă чунлă çынсемпе палăрса тăрать.Районти вĕрентÿ пайĕ пире çак археологи практикине ирттерме пулăшма шантарчĕ,эпир вĕсемпе килĕшÿ тунă.Тавах вĕрентÿ пайĕн ертÿçине В.М.Васильева,вăл пире автобус та уйăрса пачĕ.Вăл пулăшнипе эпир çак эрнере Уйкас Янасал тăрăхĕнче пулса тĕпчевсем ирттертĕмĕр.Кунта та пире лайăх кĕтсе илчĕç, студентсем пĕр вăхăтрах ĕçлерĕç те,канчĕç те. Тавах çак шкулăн директорне,тутлă апат пĕçерсе çитерекенсене. Çитес кунсенчех Ильинка,Атапай еннелле çул тытасшăн. Муркашри краеведени музейне те кĕрсе курас шухăш пур.

           -Уйкас Янасал тăрăхĕнче хăш вырăнсенче пултăр,мĕн те пулин шыраса тупма май пулчĕ-и?

            -Эпир кунта халĕ,тĕрĕссипе, разведкăра кăна,паллă вырăнсене пăхса çÿретпĕр.Акă, Уйкас Янасал тăрăхĕнче Кĕртекасси ялĕ патĕнче улăп тăприсене шырарăмăр,анчах çĕрсене сухаланă пирки тупаймарăмăр. Кургансем(çынсене пытарнă вырăнсем)те пур ку тăрăхра: Кĕртекассипе Çĕмĕрткасси ялĕ хушшинче, Юрпаш ялĕпе Якаткасси ялĕ хушшинче(16-17 ĕмĕрсенче тĕне кĕмен чăвашсене пытарнă çынсен çăва вырăнĕ), кунта çынсем тимĕр пуртăсем те тупнă.

            50-мĕш çулсенче кунта паллă археолог П.Д.Степанов çÿренĕ,революциччен(1880 çулсече)В.К.Магницкий те пулнă. И.Д.Никитин кунта 1920 çулсенче мамонт шăммисене тупать.Юрпашка юханшывĕ патĕнче мамонт шăлĕсене тупса палăртаççĕ.1973 çулсенче паллă краевед Трифонов çÿрет Муркаш районĕнче, Ваçкасси ялĕ патĕнче тăм чÿлмексем тупать. Н.В.Трубникова-истори наукисен кандидачĕ, Муркаш районĕнче нумай ĕçленĕ,чавнă.Тĕрлĕрен шăрçасем,тимĕр çурласем,тăмран тунă чÿлмексем шыраса тупнă.

          Çавăн пекех Карман Çырма ялĕ çывăхĕнчи «пичке сăртне» çитсе куртăмăр. Ку вăл пирĕн эрăчченхи 2000 çул каялла пулнă сăрт. Кунта çĕршыври паллă археологсем те пулнă. Ку вăл пичке евĕрлĕ тĕмĕсемлĕ вырăн. Литературăра ăна «Ягаткинское городище» теççĕ.

         -Апла пулсан, студентсен курса çÿресе тĕпчемелли нумай пулчĕ кунта.

        -Çапла. Авалхи вырăнсенче те пулса курчĕç, çав вăхăтрах усăллă канчĕç те теес килет.Ку тăрăхри çамрăксемпе каçсерен футболла вылярĕç,çĕнĕ юлташсем тупрĕç,вăхăта хаваслă ирттерчĕç.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
10 июля 2004
00:00
Поделиться