Ĕçсене вут-кăвар чăрмав ан кÿтĕр
Июлĕн çуррине çитетпĕр. Сисмĕпĕр те, уй-хирте чÿхенсе ларакан тырă-пулă пиçме пуçлĕ. Унтан вара вырма пуçланасси те инçех мар. Вырма - хресченшĕн чи ответлă тапхăр. Куç шăрçине сыхланă пек пăхса ÿстернĕ тырă-пулăна çухатусăр пухса кĕртесси кашнин тĕллевĕ, анчах çак хĕрÿ ĕççи тапхăрĕнче пушарсем çулсеренех сехрене хăпартаççĕ. Ĕçсем пуçлансан, республикăра çулленех вырмана тухнă техника, тырă типĕтмелли агрегатсем, типĕтсе хатĕрленĕ утă-улăм, тырă склачĕсем çунса кĕлленеççĕ. Кунашкал тĕслĕхсем районта та пулаççĕ. Пушарсене тишкерсен, "хĕрлĕ автан" тухнă сăлтавсем тĕрлĕрен, анчах вĕсем çултан çул сыхланса юлни шухăшлаттарать. Вут-кăвар алхаснă пирвайхи сăлтавсем: уçă çулăмпа усă курнă чух асăрханманни, ут çипе вырмана хутшăнакан техникăна пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе комплектламанни, çиçĕм çапасран хÿтĕленменни, электрооборудование юсавлă тытманни, тырă типĕтмелли агрегатсене температура датчикĕсемпе тивĕçтерменни (çак сăлтавпа çулленех вуншар тонна тырă çунать) т. ты. те. Çапах та вырăнсенче пушар хăрушсăрлăх правилисене сĕмсĕррĕн пăснине, эпир каланине итлеменнине, асăрхаттарусене шута хуманнине курма пулать. Кайран вара чавса çывăх та çыртма çук. Çавăнпа та çав хĕрÿ ĕççи çитиччен маларахах вырмара пушар ан тухтăр тесе унта хутшăнакан хуçалăхсен ертÿçисене, специалисчĕсене, механизаторĕсемпе рядовой ĕçченĕсене çакăн пек сĕнÿсем парас килет:
1. Вырмана хутшăнакан агрегатсене пушара хирĕç кĕрешмелли хатĕрсемпе нормăпа палăртнă чухлĕ тивĕçтермелле. Çак тĕллевпе кашни комбайн, машина-трактор, агрегат çинче иккĕрен кая мар огнетушитель, çавăн чухлех кĕреçе, шăпăр, хăйăр, шыв пулмалла. Комбайнсене пушар сÿнтермелли пирвайхи хатĕрсемпе комплектламанни хуçалăхсемшĕн питех те хакла ларма пултарать. Кун пек чухне комбайнсем вут-çулăмра сиенленесси - куçкĕрет.
2. Халĕ утă хатĕрлес ĕç пырать. Умра - вырма. Çак ĕççи тырăпа пĕрлех улăмпа та пуян. Ăна пуçтарма та техника йышлă хутшăнать. Çавăнпа та ку ĕçе двигательсен глушителĕсем çине искрогасительсем вырнаçтарман техникăна кăлармалла мар.
2004 çулхи июлĕн 8-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 14 пушар регистрациленĕ. Ку вăл иртнĕ çулхинчен 5 тĕслĕх сахалрах, анчах пушарта çынсем вилни тата пиçсе кайни нумайланни питĕ пăшăрхантарать: пĕлтĕр çулталăкĕпе 4 çын вилнĕччĕ тата 1 çын пиçсе кайнăччĕ пулсан, кăçал çур çулта вут тыткăнĕнче 3 çын вилчĕ, 4ăн пиçсе кайрĕç. Халĕ ял хуçалăхĕнче утçи пынă май тата умра вырма пулнăран пушар хăрушлăхĕ ÿсет. Пĕлтĕрхи вырмара, тĕслĕхрен, улăм тата комбайн çуннисем пулнăччĕ. Кăçал çапла ан пултăр тесен асăрханулăха ÿстермелле. Хуçалăхсенче "хир карапĕсене" ĕçе хатĕрлеме пуçланă май пушар хăрушсăрлăхне пăхăнассине малти вырăна тăратмалла.
3. Ĕçе хутшăнакансемпе пушар хăрушсăрлăх правилисемпе инструктажсем ирттермелле, вĕсене пушарпа пуçламăш самантра кĕрешме вĕрентмелле.
4. Ут çине е вырмана тÿреммĕнех хутшăнакан техникăна ĕçе тухиччен ятарлă комиссин тĕрĕслемелле. Унăн йышне пушар хуралĕн ĕçченĕсене кĕртмелле, тупăннă кăлтăксене çийĕнчех пĕтерме мерăсем йышăнмалла.
5. Хирти, улăх-çаранти пуçтарăнса кĕлете, капан-урана кĕнĕ утă-улăм, тырă-пулă упранакан вырăнсене, складсемпе ампарсене сыхлас, пуçтарса кĕртнине упраса хăварас тĕллевпе хуралсем тăратассине йĕркелемелле.
6. Тырă-пулă упранакан, ăна тасатса, аласа типĕтмелли вырăнсенче усă куракан электричествăпа ĕçлекен техника хатĕрĕсене тĕплĕн тĕрĕслесе йышăнмалла. Вĕсене ĕçлеттермелли хăрушсăрлăх йĕркисене, пушар хăрушсăрлăх правилисене, технологие çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Акă, пĕр çулхине "Передовик" хуçалăхра КЗСра тырă типĕтмелли технологие сĕмсĕррĕн пăснăран тухнă вут-çулăмпа темиçе тонна тырă юрăхсăра тухнă тĕслĕх пулнăччĕ.
7. Вырма вăхăтĕнче йĕтемсем çинче хуралçă тытмалла. Кунта ĕçлекенсем валли пирус туртмалли ятарлă вырăн, алă айĕнчех хăйăр, шыв, огнетушитель пулмалла. Хальлĕхе хуçалăхсен йĕтемĕсем çинче пушар щичĕсем çап-çарах-ха. Напольнăй сушилкăсем пирки çулленех асăрхаттаратпăр. Çапах та чылай хуçалăхсенче вĕсене генераторсенчен кирпĕч стенапа уйăрмаççĕ, сĕрмелли-çунтармалли шĕвексем юхнине "асăрхамаççĕ". Вырмаччен вăхăт пуррине кура çак çитменлĕхе кашни хуçалăхрах пĕтересчĕ.
Йĕтемсем çинчен калаçнă май, кунти тепĕр çивĕч ыйту вăл - çиçĕм çапасран сыхланмалли устройствăсем çине çителĕксĕр тимлĕх уйăрни. Ку вăхăтра тырă нумайран ăна вăхăтра типĕтсе çитерейменнипе вăл хĕрсе кайма пултарать. Ку чухне çиçĕм çапас хăрушлăх ÿсет. Çавăнпа та çиçĕм çапасран сыхланмалли устройствăсене, кая юлмасăр çук çĕрте лартмалла, юсавсăррисене юсамалла.
8. Вырмари тепĕр ĕç вăл - улăм пуçтарса купаласси. Темех мар темелле, анчах кунта та пушар хăрушсăрлăх правилисем тĕп вырăнта пулмалла. Улăм патĕнче пирус туртмалла мар, улăм урисене пурне те пĕр çĕре вырнаçтарма юрамасть, вĕсене электропередача линийĕсенчен 15 метр, çул хĕрринчен 20 метр, çурт-йĕр таврашĕнчен 50 метртан кая мар аяккарах вырнаçтармалла. Утă-улăм хранилищисен алăкĕсене тăтăшах хупса тăмалла. Ахаллĕн...
Çуленех вырма ĕçĕсем пуçлансан унта хутшăнакан техникăна огнетушительпе тивĕçтерес ыйту сиксе тухать. Ăна татса пама Муркашри ВДПО председателĕпе Н. Сидоровпа çыхăнма ыйтатăп. Телефонĕ: 2-18-05.
Куратпăр, пĕлетпĕр, ăнланатпăр, вырмари пушарсем ăнсăртран тухмаççĕ. Апла пулсан, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса ĕçлени çеç çичĕ хут тар юхтарса ÿстернĕ тырă-пулăна, утă-улăма çухатусемсĕр пухса илме май парĕ.