Юсав ĕçĕсем вĕçленеççĕ
Шкулсенче вĕренÿ çулĕ вĕçленчĕ. Ачасем экзаменсем тытнă хыççăн ăсату каçĕсенче савăнса пĕр-пĕринпе сывпуллашрĕç. Апла пулин те, шкулсенче паян хĕрÿ ĕç вĕрет. Вĕсенче хальхи вăхăтра çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленеççĕ, юсав ĕçĕсем ирттереççĕ.
Çак кунсенче Турайри вăтам шкулта пулса курма тÿр килчĕ. Унта иртнĕ вĕренÿ çулĕнчен тытăнса çĕнĕ директор, Ю.А. Герасимов ĕçлет. Вăл ку шкулта 1991 çултанпа ачасене географи предметне вĕрентет, Чăваш патшалăх пединститутне пĕтернĕ. Ертÿçĕ ĕçне те вăл çирĕп кăмăлпа тытăннă, яваплăха туйса тăрать. Район хаçачĕн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова Юрий Алексеевичран çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленес ĕçсем епле пынипе паллаштарма ыйтнă.
- Юрий Алексеевич, сирĕн шкулта юсав ĕçĕсем мĕнле пыраççĕ;
- Юсав ĕçĕсене июнĕн 1-мĕшĕнчех тытăнтăмăр. Сăрăсем илме ашшĕ-амăшĕсем нумай пулăшрĕç. Сăрлассипе, вак-тĕвек юсав ĕçĕсене пурнăçлассипе педагогсем хăйсемех тăрăшаççĕ. Çавăн пекех 10 класра вĕренекенсен 18 ачаран йĕркеленĕ юсавпа строительство бригади те ку тĕлĕшпе пулăшу парать.
Спорт залне "Моргаушавтотехсервис" предприятинчи строительство бригади юсать. Ун хыççăн вĕсем çуртăн çивиттине юсама пуçлаççĕ. Классене çĕнетме аякран виçĕ штукатур чĕнсе илтĕмĕр. Юсав ĕçĕсене çак кунсенчех вĕçлетпĕр. Коридорсене юсаса çĕнетме укçа-тенкĕ çитменни канăçсăрлантарать.
- Шкул çумĕнчи çĕр участокĕпе мĕнле усă куратăр?
- Шкулти çĕрсем çинче тĕрлĕ пахча çимĕç туса илни ачасене вĕри апат çитерес тĕлĕшпе пысăк пулăшу парать. Çавна шута илсе купăстине, суханне, кишĕрне, хăяр-помидорне, çĕр улмине çителĕклĕ лартса хăварма тăрăшрăмăр. Хальхи вăхăтри тĕп задача - вĕсене лайăх пăхса çитĕнтерсе пысăк тухăç илесси. Улма-çырла та пур кăçал. Çавăнпа та хĕле валли ытларах варени, компот, тĕрлĕ пахча çимĕç консервисем хатĕрлесшĕн.
- Кăçал шкулта ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлеççĕ-и?
- Ачасен çуллахи канăвне усăллă йĕркелес тесе шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетекен лагерь уçрăмăр. Унта 7-8 классенчен 20 ача çÿрерĕ (воспитательници О.М. Петрова). Ĕçпе кану лагерĕнче 10 ача пулчĕ. Вĕсен ĕçне И.А. Иванова йĕркелесе пычĕ. Унсăр пуçне вăрманти çамрăк йывăçсене пăхса тăрассипе 8-10 классенчи 15 ача ĕçлерĕ. Ку ĕçе пурнăçлама Малиновка лесничествипе килĕшÿ те турăмăр. Лагерьсен ĕçне шкул директорĕн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ З.П. Григорьева ертсе пычĕ.
- Малашнехи тĕллевсем пирки мĕн калама пултаратăр?
- Паянхи пурнăç шкулсем умне пысăк та яваплă задачăсем лартать. Çавăнпа та пĕр вырăнта тăма май çук. Вĕрентÿ ĕçĕнче те яланах çĕнĕлĕхсем шырамалла. Çакна шута илсе ĕнтĕ хамăр вăйпа кивĕ котельнăйĕнчен гараж туса лартрăмăр, кунта шкул ачисен юсав бригади те пулăшрĕ. Шкулăн 2 трактор, ГАЗ-53 автомашина, автобус пур. Шкул пĕтерекенсене тракторист правине пама ятарлă класс йĕркелесшĕн. Çавăн пекех çĕнĕ вĕренÿ çулĕнчен тытăнса хореографа ĕçлеме илесшĕн, кирлĕ вăл пире. Пурнăçламалли ĕмĕтсем, çынсенчен вĕренмелли те чылай, халех вĕсем пирки калама иртерех-ха.
Юлашкинчен манăн Суворов ячĕпе хисепленекен хуçалăха тата "Тораево" агрофирмăна" пире ăнланса пулăшса тăнăшăн ăшшăн тав тăвас килет.
- Тавтапуç, Юрий Алексеевич, калаçăва хутшăннăшăн. Ăнăçу сунатпăр сире пархатарлă та çăмăл мар ĕçре.