"Каялла чакма шутламастпăр та"
Çăмăл мар суту-илÿре вăй хуракансен ĕçĕ: уяв-и, канмалли кун-и - эпир, тавар туянакансем, уявра уяври кăмăлпа çÿреччĕр тесе тăрăшаççĕ. Тавар ассортименчĕ пуян пулсан, сутуçисем йăл кулса çепĕççĕн калаçсан - кунта килсех тăрас килет. Камсен, камсен те, Мăн Сĕнтĕр райповĕн ку тĕлĕшпе кулянмалли çук. Магазинсенчи таварсен пуянлăхĕпе те, тавар туянакансен ыйтăвне тивĕçтерессин культурăлăхĕпе те республикăра чи малтисем. Республикăра çеç-и? Пĕтĕм Раççейри кооператорсен ăмăртăвĕнче кăçалхи пĕрремĕш квартал пĕтĕмлетĕвĕсемпе те Мăн Сĕнтĕрсем яланхи пекех 1 вырăн çĕнсе илчĕç. Кăçалхипе умлăн-хыçлăн 46-мĕш хут тивĕçрĕç вĕсем Центросоюз дипломне. Тунă çитĕнÿпе лăпланмаççĕ вĕсем. Магазинсем ялти çынсемшĕн чун туртнă вырăн пултăр тесе çине тăрсах тăрăшаççĕ. Кун пирки Мăн Сĕнтĕр райпо Канашĕн ертÿçи Л.П. Майкова хăй çапла калать:
- Малтанхинчен начар ĕçлес теместпĕр. В.А. Колбасов (йывăр тăпри çăмăл пултăрччĕ - авт.) ертсе пынă чух çĕнсе илнĕ чикĕсенчен чакма шутламастпăр. Çакă пире ответлăха татах та ÿстерме хистет.
Вулакасене пĕлме. Л.П. Майкова Мăн Сĕнтĕр райпоне 1975 çулта Шупашкарти коопераци техникумне пĕтернĕ хыççăн ĕçлеме килнĕ. Ревизорта вăй хума пуçлать, çав хушăрах коопераци институтĕнчен заочно майпа вĕренсе тухать. Товаровед, универмаг директорĕ (1978-1983 çулсем), суту-илÿ пайĕн пуçлăхĕ, райпо Канашĕн председателĕн суту-илÿ енĕпе ĕçлекен çумĕ (1986-2000 çулсем), унтан райпо правленийĕн председателĕ. 2003 çулхи декабрĕн 5-мĕшĕнчен пуçласа, вара Людмила Петровнăна Мăн Сĕнтĕр райпо Канашĕн ертÿçине суйлаççĕ. Суту-илÿре нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн вăл "ЧР халăх ыйтăвне тивĕçтерессин тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ята тивĕçнĕ. Çак хисеплĕ паллăна ЧР Президенчĕ хаваслă лару-тăрура пачĕ.
Людмила Петровнăн сăмхĕсем пуш сăмах маррине çак кăтартусем çирĕплетсе параççĕ.
Мăн Сĕнтĕр райповĕ кăçалхи 5 уйăхра 35325 пин тенкĕлĕх тавар сутнă. Иртнĕ çулхи çак вăхăтри таварçаврăнăшĕ вара 29700 пин тенкĕпе танлашнăччĕ. Урăхла каласан, кăçал пĕлтĕрхинчен 18,9 процент нумайрах укçа-тенкĕ тунă. Çав шутран ваккăн сутмалли таварçаврăнăшĕ 28207 пин тенкĕпе (пĕлтĕр 23780 пин тенкĕ) танлашнă е 118,6 процент.
Обществăлла апатлану предприятийĕсем те пĕлтĕрхинчен палăрмаллах сулмаклă утăмсем тунă. Иртнĕ çул 5920 пин тенкĕлĕх халăха вĕри апат çитернĕ пулсан, кăçал - 7118 пин тенкĕлĕх. Е 120,2 процент.
Танлаштаруллă хаксемпе ку кăтарту тата та пысăкрах: 7391 пин тенкĕ е 124,8 процент.
Кунта вара çакна каласа хăвармалла хаксен индексĕ кăçал пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех - аш йÿнĕрех, çавна май хатĕрлекен апат-çимĕç хакĕ те пĕчĕкрех. Апла пулсан çÿлти кăтарту обществăлла апатлану предприятийĕсенчен халăх пĕрре те татăлманнине, унта çÿрекенсен йышĕ ÿссех пынине çирĕплетет те.
Пилĕк уйăхра хăйсен туса кăларнă продукцин таварçаврăнăшĕ 3075 пин (пĕлтĕр 2622 пин) тенкĕпе танлашать е 117,3 процент.
Çăкăр-булка изделийĕсене пĕлтĕр 4512 пин тенкĕлĕх пĕçерсе реализациленĕ пулсан, кăçал - 5889 пин тенкĕлĕх е 130,5 процент.
Хатĕрлев çаврăнăшĕ те кăçал пĕлтĕрхинчен самай нумай. Иртнĕ çул 2219 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçал 3082 пин тенкĕ е 138,9 процент.
Кăçалхи январь-май уйăхĕсенче Мăн Сĕнтĕр райповĕ кашни çын пуçне 2800 тенкĕлĕх тавар сутнă, пĕлтĕр - 2357 тенкĕлĕх.
Халĕ çак кăтартусем çумне хăвăр çак райпон суту-илÿпе обществăлла апатлану предприятийĕсенче пулнине куç умне кăларăр та - çак сăмахсем чăннипех те тĕрĕссине тепĕр хут ĕненĕр. Чăннипех те, ялти халăх ыйтăвне туллин тивĕçтерессишĕн тимлеççĕ çав Мăн Сĕнтĕрсем. Пайщиксен пухăвĕнче, ав, Юнкă тăрăхĕнче пурăнакансем çапла ыйтрĕç:
- Культурăлла ларса канма, апатланма пире закусочнăй туса параймастăр-ши?
Кĕçех Юнкăсен ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрет: ку ялти магазинта июль вĕçĕнче кафе, парикмахерски уçăлмалла. Магазинта ку тĕлĕшпе кирлĕ оборудованисем вырнаçтарнă ĕнтĕ.
Тĕрĕсех ăнлантăр эсир: райпо халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерес ыйтăва та кăçал пĕрремĕш çул мар тивĕçтерет. Мăн Сĕнтĕрте, ав, 2-мĕш çул вĕсем парикмахерски ĕçлеттереççĕ. Малтан унта пĕр мастер вăй хунă пулсан, кăçал тепĕр специалиста ĕçе илчĕç.
Çакă мĕн çинчен калать? Мăн Сĕнтĕрсем халăхшăн ĕçленине çирĕплетет. Халăх ыйтăвĕсемпе, кирлĕ ыйтусемпе ĕçленине. Июль-август уйăхĕсенче, акă, кунта атă-пушмак юсамалли мастерской та уçаççĕ. "Культмагра" та çу вĕçĕнче телевидеоаппаратура юсамалли цех уçаççĕ. Кунта ĕçлес кăмăллă специалист та пур ĕнтĕ.
Халăх хытах ыйтрĕ те - Калайкассинче ветаптека уçрĕç. Лайăх ĕçлет вăл. Ун йышши аптека Мăн Сĕнтĕрте те уçма хатĕрленеççĕ.
Е тата магазин çук ялсене эрнере икĕ хут автолавка тухса çÿренине илер. Халăхшăн тăрăшни мар-и çакă? Паллах, çапла. Çак кунсенче Ивановкăра та яланлăх магазин-павильон уçăлмалла. Е тата ялти магазинсенче çĕçĕ хăйрамалли, тырă авăртмалли армансем вырнаçтарни. Хальлĕхе вĕсем 7 çĕрте уçăлнă. Вĕсен йышĕ те ÿсмелле: кашни магазинта тума палăртнă вĕсене.
Çитĕннисем çеç мар, ачасем те ăнланса илчĕç ĕнтĕ райпо хăйсемшĕн тăрăшнине. "Культтаварсем" магазинта компьютер салонĕ уçса панă хыççăн ача-пăча татăлмасть кунтан: 3 компьютерĕ те пушă тăмасть. Ял çыннин пурин те паян ачисене компьютер илсе пама вăйсем çукрах. Черет кĕтнĕ хушăра шашка-шахматла выляççĕ вĕренекенсем.
Прокат пулăшăвĕсене те параççĕ кунта: шашка-шахмат, футболпа волейбол мечĕкĕсене, кире пуканĕсемпе гантельсене киле те парса яраççĕ. Туслаш çывăхрах спортпа. Видеоплеер, видеокассета кирлĕ-и сире? Кунта вĕсем те пур. Киле парса яраççĕ. Çывăхри ялсенчен çеç мар, пасар кун Тренккă, Шашкар, Мăн Хураçка ачисем те тăп-тулли кунта. Çак куна кĕтсе çеç тăраççĕ вĕсем - ара, камăн компьютерпа вăйă выляс килмĕ?
Ку çеç те мар. Пĕчĕк шăпăрлансем пирки те манмасть райпо. Апчарта, Калмăкра ача-пăча площадкисем туса пачĕ магазинсем çумĕнче. Кĕçех çак савăнăç Юнкăпа Катькасри "вĕт урасем" патне те çитĕ.
Торт-пирожнăй çиме те вĕсен халь Муркаша çити каймалла мар. Малтан Мăн Сĕнтĕрти кафе çумĕнче булкăсем тăвакан цех çеç ĕçленĕ пулсан, халĕ тĕплĕ юсав ĕçĕсем хыççăн кунта кондитер цехĕ уçрĕç. Аш-какай продукчĕсен цехĕ те пур: 12 тĕрлĕ продукци хатĕрлеççĕ кунта.
Пĕтĕмпе вара юсав ĕçĕсене пĕлтĕр 5 миллион тенкĕлĕх ирттернĕ пулсан, кăçал 7 миллион тенкĕлĕх тăвасшăн. Юсав ĕçĕсем хыççăн Мăн Сĕнтĕрти "Шуçăм" кафене халăх йышлăн çÿрет. Тавар çаврăнăшĕ те пысăк вĕсен.
Е тата Москакассинчи "Илем" кафене илер. Уйăхра 1 миллион тенкĕрен кая мар тăвать вăл. Иртнĕ çул 5 уйăхра тавар çаврăнăшĕ 4211,9 пин тенкĕпе танлашнă пулсан, кăçал çав хушăра 4863,4 пин тенкĕпе танлашрĕ е 115,5 процент. Çав шутрах буфет 2663,3 (пĕлтĕр 2309 пин) пин тенкĕлĕх тавар реализациленĕ е 115,6 процент.
Чăннипех те, маттур çынсем ĕçлеççĕ обществăлла апатлану предприятийĕнче. Мăн Сĕнтĕрти кафере вăй хуракан С.А. Петрова аслă повар, Москакасси кафинче ĕçлекен Л.Ф. Гаврилова, З. Михайлова аслă поварсем, Ф.Я, Воробьева кондитер чăннипех те ырă сăмаха тивĕç.
Райпон бухгалтерĕ Н.М. Сорокина пирки тата епле асăнмасăр иртĕн. 45 çул пĕр улшăнмасăр вăй хурать Нина Макаровна: коопераци техникумĕ пĕтернĕ хыççăн тÿрех çак должноçа шанаççĕ 21 çулхи хĕре. Заочно майпа Мускаври коопераци институтĕнче вĕренсе тухать. Паян вара Нина Макаровна ЧР, РФ тава тивĕçлĕ экономисчĕ, çамрăксен наставникĕ.
Уяв умĕн маттур сутуçăсене те ятранах асăнас килет. Кăçалхи 5 уйăхра уйрăмах çак коллективсен кăтартăвĕсем пысăк: Мăн Сĕнтĕрти хуçалăх таварĕсем сутакан магазин (заведующийĕ Л.Ф. Васильева, 123,9 процент), Кораккасси (зав. - В. Лаптева, 133 процент), Калмăк (зав. - Р.А. Васильева, 181 процент), Шомик (зав. - Л.А. Осипова, 123,5 процент), Шатракасси (зав. - Р.Г. Наратова, 114,2 процент), Юнкăпуç (зав. - Л. Крылова, 116,4 процент), Катькас (зав. - Г. Мочалова, 114,1 процент), Калайкасси (зав. - С.И. Шарикова, 121 процент) т. ыт. магазинсем.
Хатĕрлев ĕçĕсем те иртнĕ çулхинчен ăнăçлă пырать. В.И. Кольцов (райпо сферинчи ĕç стажĕ - 30 çул) ертсе пыракан коллектив кунсерен халăхран 6 тонна сĕт пуçтарать. Халăх çав тери кăмăллă. Ун вырăнне çынсем магазинсенчен хăйсене кирлĕ таварсем туянаççĕ. Çармăçкасси ялĕпе кăна кунне 700 килограмм сĕт пухăнать, Мăн Хураçкара - 1 тонна ытла. Пĕлтĕр пĕтĕмпе 600 тонна сĕт пуçтарнă пулсан, кăçал 800 тоннăна çитересшĕн-ха çак кăтартăва. Иртнĕ çул, ав, сĕт пухассипе Мăн Сĕнтĕрсем республикăра 3 вырăн йышăнчĕç. Хавхаланса ĕçлемелĕх сăлтавĕ те пур. Чăвашпотребсоюз кăçал сĕт пухассипе конкурс пуçларĕ. Июнь-июльте кам 10 тонна сĕт пуçтарать, çав района - сĕт пуçтармалли автомашина параççĕ. Мăн Сĕнтĕрсем паянхи куна 6 тонна пухнă ĕнтĕ.
- Илесехчĕ-ха çав парнене, - тет Людмила Петровна.
Ку тĕлĕшпе çеç мар, халăхран аш-какай йышăнассипе те, эмел курăк пуçтарассипе те çур çулхи плансене тултарнă.
Халĕ, ав, эмел курăкне пуçтарас тапхăр пырать. Мăн Сĕнтĕр шкул ачисем уйрăмах хастар ку тĕлĕшпе. Чи маттуррисене ятран асăнар-ха: А. Храмова, И. Архипова, В. Киселев.
Л.Г. Ильгечкин ертсе пыракан çăкăр завочĕн коллективĕ те тăрăшса ĕçлет. Çăкăр-булка изделийĕсене кунта кăçалхи 5 уйăхра пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 1377 пин тенкĕлĕх пĕçерсе реализациленĕ.
Обществăлла мерориятисенче те хастар Мăн Сĕнтĕр райповĕн ĕçченĕсем. Чăвашпотребсоюз ирттерекен кирек епле конкурс-ăмăртăва та хутшăнаççĕ вĕсем. Хутшăнаççĕ çеç мар: çĕнтерÿпе таврăнаççĕ. Иртнĕ çул, ав, Мосакакссинчи кафери Л. Гаврилова аслă повар Чăвашпотребсоюз ирттернĕ конкурсра "Районти чи пултаруллă повар" ята çĕнсе илчĕ.
Е тата спорт ăмăртăвĕсене илер. Иртнĕ çул Чăвашпотребсоюз йĕркеленĕ республикăри коопераци ĕçченĕсен 1 спартакиадинче (пĕтĕмпе 9 тĕспе ăмăртрĕç) Мăн Сĕнтĕрсем уйрăм спорт ăмăртăвĕсенче çеç мар, командăсем хушшинче те çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç. Кăçал та хутшăнаççĕ вĕсем ку ăмăртăва. Малти вырăнсене йышăнас шанчăк та пур.
Ĕçĕпе те, кăмăлĕпе те çирĕп çав Мăн Сĕнтĕр райповĕн ĕçченĕсем, малалла та çирĕп утăмсемпех утчăр вĕсем çĕнтерÿ патне. Утчăр та çитчĕр çитес çĕре: черетлĕ çĕнтерÿ патне.