Çÿлтен паракан ырлăха кĕтмелле мар.
Тăтăш пыракан çумăрсем кăçал ял ĕçченне выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçе çанă тавăрса кÿлĕнмешкĕн ниепле те ирĕк памаççĕ.Вăхăчĕ вара иртсех пырать.Лару-тăрăва пĕтĕмĕшле хак пама район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн ертÿçине В.К.Ананьева ыйтрăмăр.
-Владислав Кириллович, тухса тăнă лару-тăру пирки эсир мĕн калама пултаратăр?
-Вăл пĕтĕмпех куç умĕнче. Тĕрĕссипе каласан, утçи каçалăкĕ уçăлса кăна пырать-ха. Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен вара кăçал 12800 гектар çинчен нумай çул ÿсекен курăксене,2600 гектар пĕр çул ÿсекен курăксене,2035 гектар çинчен улăх-çаран курăкĕсене çулса илмелле. Асăннă лаптăксенче 19 пин тонна типĕ утă, 36 пин тонна сенаж, 25 пин тонна силос хатĕрлемелле.
Хальлĕхе нумай çул ÿсекен курăксене утăлăх 1 пин гектара яхăн лаптăк çинче кăна çулнă.1 пин тоннăна яхăн пленкăпа чĕркесе, 2 пин тоннăна яхăн траншейăсене хывса силоспа сенаж, 500 тоннăна яхăн типĕ утă янтăланă.Паллах, кусем тивĕçтерсе пыракан хăвăртлăхсем мар ĕнтĕ.
-Çакăн сăлтавĕсем çанталăкра кăна-ши?
Чăнах та, курăксене çулса тирпейлессин хăвăртлăхĕ çине çумăра кайнă çанталăк чи малтан витĕм кÿнине пытармасăр тăма çук. Шел пулин те, ытти сăлтавсем те пур.Хăш-пĕр çĕрте ĕçе йĕркелессипе дисциплина та хытах уксахлаççĕ. Тепĕр парăлăмлă сăлтав – чылай хуçалăхра ял çыннисем хăйсене уйăрса панă 60-шар соттăй çĕр лаптăкĕсенчи курăка çулса тирпейлес ĕçе кÿлĕнни. Кун пек çĕрте «колхозăн манăн мар « текен каларăш тымар ярсах пыни уйрăмах пăшăрхантарать. Çавна пулах хуçалăхри ĕçсем кая юлса пыраççĕ, вăл шутра курăксене çулса тирпейлесси те.
Паллах, лару-тăру пур çĕрте те пĕр пек мар.Акă, Ленин яч.хис., «Сундырский « хуçалăхсенче утă хатĕрлесси япăх мар пырать. «Свобода», «Ударник» хуçалăхсенче пленкăпа чĕркесе сенаж хатĕрлессине, «Лидер», «Передовик», «Восток» хуçалăхсенче траншейăсене сенаж-силос хывассине лайăхрах йĕркеленĕ. Çав вăхăтрах «Юнга», «Сеятель», «Нива», К.Иванов яч.хис., «Волга» тата ытти хăш-пĕр хуçалăхсенче ĕçсене тĕпрен хăвăртлатса лайăхлатмалла.
-Ун пек условисенче ертÿçĕсемпе специалистсене, механизаторсемпе уй-хир ĕçченĕсене мĕн сĕннĕ пулăттăр? Ĕç-пуç кирлĕ пек йĕркеленсе каясси вырăнта епле çаврăнăçуллă пулнинчен килет.Паллах, çанталăк юсанасса пурте кĕтетпĕр-ха, анчах çÿлтен йăтăнса анакан ырлăха кăна та шанса лармалла мар. Уяр çанталăкăн кашни кунĕпе тухăçлă усă курар тенине кăçал уяр çанталăкăн кашни сехечĕпе тени вырăнлăрах-тăр.
Ĕçлес текен çын тĕрлĕ майсем шырать. Калăпăр, хальхи вăхăтра ялсенче уйрăм çынсен килĕсенче те тĕрлĕ техника сахал мар. Икĕ енне те тивĕçтерекен килĕшÿсем тусан, выльăх апачĕ хатĕрленĕ çĕрте çав техникăпа та эффективлă усă курма майсем пур, ун пек тĕслĕхсем районта пур ĕнтĕ.
Çанталăк условийĕсене кура,уйрăм хуçалăхсенче чи малтанах çулнă курăксенчен сенажпа силос хывасси çине те тимлĕх ытларах уйăрма тивет-тĕр, типĕ утта вара лайăх çанталăкра е курăксене иккĕмĕш хут çулса илнĕ хыççăн хатĕрлес çул-йĕре те суйласа илмелле пулĕ-и.
Çавăн пекех уйрăм хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрленĕ тапхăрта пурлăхпа тата натурăпа хавхалантармалли мерăсене çĕнĕрен пăхса тухса çирĕплетсен те ытлашши пулмĕ. Апат хатĕрленĕ чухне унăн калăпăшĕ çине кăна мар, пахалăхĕ çине те кирлĕ пек çаврăнса пăхасчĕ.
-Тавтапуç,Владислав Кириллович, калаçăва хутшăннăшăн.