Моргаушский муниципальный округ

Çамрăк тĕпчевçĕсен шкулĕ уçăлчĕ.

 

     Утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче Муркашри лицейра  «Çамрăк тĕпчевçĕсен шкулĕ» уçăлчĕ. Çак çуллахи наука шкулĕнче районти шкулсенчи наукăпа тĕпчев ĕçĕсемпе интересленекен  аслă классенче вĕренекен ачасем хăйсем тĕллĕн тĕпчев ĕçĕсем ирттерме вĕренĕç.

    Наука шкулĕн тĕп тĕллевĕ-Чăваш Республика аталанăвĕн теори тата практика задачисене эффективлă шутласа тупма пултаракан интеллектуаллă элитине хатĕрлесси.

    «Çамрăк тĕпчевçĕсен шкулĕ  проект пуçаруçисем –Муркаш лицейĕн директорĕ Е.Н.Смирнов тата педагогика наукисен кандидачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн педагогика кафедрин доценчĕ А.И.Пайгусов.

    Районти пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулсенчи аслă классенче вĕренекен 100 яхăн ача 3кун хушши вĕренĕç кунта: лекцисем итлĕç, культура тата спорт мероприятийĕсене хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартĕç, тавракурăмне ÿстерĕç.

    Çамрăк тĕпчевçĕсен шкулне савăнăçлă лару-тăрура уçма хисеплĕ хăнасем хутшăнчĕç. И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн воспитани енĕпе ĕçлекен проректорĕ О.Н.Викторов, ЧР  Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин тĕп специалисчĕ Л.Ф.Игнатьева , «Чăваш Ен « фондăн председателĕн çумĕ М.И.Федоров, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн педиатри факультечĕн деканĕ Э.В.Бушуева, районти вĕрентÿ пайĕн ертÿçи В.М.Васильев тата районти вĕрентÿ пайĕн методика кабинечĕн ертÿçи В.Н.Волкова ачасене вĕренÿре хăйсене валли усăллă та тарăн пĕлÿ илме ăнăçу сунса саламларĕç.

    Наукăпа тĕпчев ĕçĕсемпе интересленекен  ачасем чылай иккен районта. Çак шкула республикăра пĕрремĕш хут Муркаш лицейĕнче уçни вара пуриншĕн те пысăк савăнăç пулчĕ. Кунта вĕсене И.Я7Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн пысăк опытлă преподавателĕсем(А.И.Пайгусов, О.Н.Малова, Е.В.Бочкарева, И.Г.Голышев) тарăн пĕлÿ илме пулăшĕç. Вĕсен вĕрентÿ программи питĕ интереслĕ те анлă.

    Ăнăçу пултăр пулас çамрăк тĕпчевçĕсене!



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
03 июля 2004
00:00
Поделиться
;