Моргаушский муниципальный округ

Хресчен! Вырма çывхарни сисĕнет-и?

 

 

Пурнăçпа тан пырас тесен кун йĕркине тухакан ыйтусене ырана хăвармасăр татса панине нимĕн те çитмест. Çакна шута хурса район администрацийĕн ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕ иртнĕ эрне кун, июнĕн 25-мĕшĕнче, ăратлă выльăх ĕрчетекен "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативĕ-заводра районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсен ертÿçисемпе, тĕп инженерĕсемпе, агрономĕсемпе тата çывхаракан вырмана хутшăнакан "хир карапĕсен" хуçисемпе (механизаторсемпе) комбайнерсен канашлăвне ирттерчĕ. Сăмах май каласан, Кашмашсемпе Çаракассисем çĕр ĕçĕнче паян опыт пухнăскерсем. Кунта ертÿçĕпе специалистсем, механизаторсемпе водительсем пĕр чăмăрта ĕçленĕрен уй-хир ĕçĕсем агротехника ыйтăвĕсемпе килĕшÿллĕн пурнăçланса пыраççĕ. Çакăнпа пĕрлех хуçалăх пурнăçри çĕнĕлĕхсене те ĕçе кĕртсе пырать. Çакă пĕтĕмĕшле производствăпа экономика çине витĕм кÿрет. Акă, юлашки çулсенче хуçалăхри уй-хир ĕçĕнче усă куракан пур йышши кăткăс техникăна та ятарлă гаражсенче упрассине йĕркеленĕ. Хуçалăх ертÿçи Кронид Ефимович Сретинский: "Çичĕ хут тар юхтарса туяннă хаклă техникăна юр-çумăр айĕнче лартса тутăхтармалла-çĕртмеллех пуян мар-ха эпир", - тенинче чăн çĕр ĕçченĕн сăмахĕсем. Çавăнпа та хăнасем Кашмашри тракторпа машина паркне пăхса тĕлĕннине ăнланма пулать, анчах ун хыçĕнче мĕн чухлĕ ĕç пулнине кам курать, кам курмасть.

Çĕнĕлĕхсене пурнăçа кĕртеççĕ тенĕрен. "Свобода" хуçалăх пĕлтĕрхи вырмана çĕнĕрен туяннă икĕ "хир карапĕпе" тухрĕ. Вĕсем: "Енисей-950" тата "Енисей-954". Çак комбайнсем иртнĕ çул хăйсене ырă енчен кăтартнăран "Свободăсем" кун йышши техникăна кăçал та тепĕр единица туянас шутлă. Çапла вара кăçалхи 1000 гектара яхăн тырă-пулă пуссинче Кашмашсен пурĕ 12 "хир карапĕ" ĕçлĕ. Вĕсенчен виççĕшĕ - "Енисейсем". Анчах малашлăх плансем кунта çакăнпа вĕçленмеççĕ: "хир карапĕсен" паркне çĕнетсе çитес пĕр-икĕ çулта хуçалăх вырма ирттерессине йăлтах"Енисейсем" çине куçарас ĕмĕтлĕ. Çак ырă шухăш-ĕмĕт хуçалăхра вырмана хутшăнакана комбайнерсене хавхаланса ĕçлеме çул уçать. Акă, кăçалхи вырмаччен тепĕр уйăх ытла вăхăт пур пулин те, хуçалăхра "хир карапĕсен" экипажĕсене комплектланă, юсав-хатĕрленÿ ĕçĕсене пуçăннă.

Комбайнерсен канашлăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов уçрĕ.

- Ĕçсем кая юлса пынине çанталăк условийĕсемпе çыхăнтарни вырăнлă япала мар. Ыранхи кунпа пурăнакан çĕр ĕçченĕн паян уяр кунăн кашни сехечĕпе туллин усă курса выльăх апачĕ хатĕрлессипе тимлемелле, вырмана хатĕрленес ыйтăва кун йĕркинче тытмалла. Вырмана тухсан çеç ĕç ьтумтирĕпе медицина тĕрĕслевĕн, комбайнсем çинчи медицина аптечкисемпе огнетушитель ыйтăвĕсем пулмалла мар. Çу кунĕнчи кану кунĕ те кахал-наяншăн çеç, - канашлăва пуçланă май çирĕппĕнех хушса-асăрхаттарса каларĕ Юрий Александрович комбайнсен речĕ умĕнчен иртнĕ май. Каламалла, пĕр ретрех ларакан икĕ "Енисей" комбайн "хир карапĕсен" паркне çĕнĕ варкăш кĕртнине пĕлтереççĕ. "Çĕнĕ йышши "Енисей" комбайн патне манăн хирĕçле сăмах çук. Ял халăхăшĕн вăл  шанчăклă техника пулнине пĕлтĕрхи вырмара хам ĕçлесе ăнлантăм, - тет паян "Свобода" хуçалăхăн гараж заведующийĕ П. Толикин. Комбайнерсен канашлăвне килнĕ хăнасем те "Енисейăн" ырă енĕсемпе паллаштарчĕç. Хăнасем хушшинче ЧР Ял хуçалăх министерствин механизаципе электрификаци управленийĕн пуçлăхĕ А. Семенов, "Чувашагролизинг" уçă акционерлă обществăн тĕп инженерĕ В. Кузьмин, районти патшалăх пушар хуралĕн пуçлăхĕ И. Смирнов, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн районти ертÿçи А. Ершов пулчĕç, вырмана хатĕрленессипе тата ăна ăнăçлă ирттерессипе ĕçлĕ сĕнÿсем пачĕç.

Каламалла, комбайнсен паркне çĕнетес ĕçре лизинг мелĕпе ĕçлени пысăк тĕкĕ. Патшалăхăн çак пулăшăвĕпе туллин усă курса малалла пăхса ĕçлесен йывăрлăхсен пĕр пайĕ хыçа юлĕ. Кунта çапла калас килет: йывăрлăхсем çÿлтен ÿкмеççĕ, вĕсене хамăр тăватпăр. Вĕсене аталанма памасăр çĕнтерме пирĕн пур условисем те çитеççĕ, хуçалăх ертÿçисемпе специалисчĕсен тимлени çеç кирлĕ.

Канашлăвăн практикăлла пайĕ хыççăн машинăпа трактор  паркне пухăннисем Кашмашри Культура çуртĕнче теори пайне ирттерчĕç. Пухăннисене унта райадминистрацин ял хуçалăхпе апат-çимĕç управленийĕн пуçлăхĕ В. Ананьев анлă доклад туса пачĕ. хăйĕн сăмахĕнче вăл çур акие пĕтĕмлетсе акнă-лартнă культурăсене пăхса ÿстерессипе кам епле ĕçленине, симĕс ĕç çи мĕнле пынине, вырмана хатĕрленессипе вырăнсенче мĕн тунине каларĕ.

Хуçалăхсенче паянхи куна 7 пин гектар çинчи çуртрисене çум курăксенчен имçамланă. Ку ĕçсене пĕр условисенчех Ильич яч. хис., Чапаев яч. хис., "Ударник", "Свобода", "Герой", "Восток" хуçалăхсенче вĕçленĕ пулсан, Чкалов яч. хис., Суворов яч. хис., "Нива", Е. Андреев яч. хис., "Юнга", "Колос" хуçалăхсенче çителĕклĕ  ĕçлеймен. Çумлă хирсем вырмара чăрмав пуласси халех паллă: тухăç сахалрах пулĕ, çухату ÿсĕ. Çакăнпа пĕрлех кайра пыракан хуçалăхсенче выльăх апачĕ хатĕрлесси те ик урапах уксахлать. Юлашки кунсенчи уяр çанталăк вырма çывхарнине те систерет. Юлашки вăхăтченех çумăрлă тăнă çанталăк техникăна вырмана хатĕрлеме çителĕклех услови пачĕ, анчах...

Çĕр ĕçĕсене агротехника ыйтнă пек туса пырайманран юлашки çулсенче уй-хирте çум курăкĕ нумайланса кайрĕ. Çулсерен унпа кĕрешме хуçалăхсем икĕ тонна ытла (1 миллион та 500 пин тенкĕлĕх) гербицидсем туянаççĕ. Çав вăхăтрах районти 195 плуг валли 2 пиншер тенкĕлĕх предплужниксем илме хуçалăхсем укçа шелленине ырлама çук: пĕр тенкĕ перекетлесе виçĕ тенкĕ çухатни пулать вăл.

Районти пĕрлешÿллĕ хуçалăхсем умĕнче пысăк калăпăшлă ĕçсем тăраççĕ. Вĕсен кăçал пурĕ пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене 16212 гектар çинчен пухса кĕртмелле. Унччен вара пĕр çул ÿсекен курăксене 2668 гектар, нумай çул ÿсекеннисене 12811 гектар, силослăх культурăсене 313 гектар çинче пуçтарса тирпейлемелле. Вырмана ăнăçлă ирттерме хуçалăхсенче паян 131 "хир карапĕ", 31 жатка, тырă алакан 75 машина, тырă сăвăрмалли 64 машина, тырă типĕтекен 48 напольнăй сушилка шутланса тăрать. Çапла, шутланса тăрать çеç, мĕншĕн тесен чылайăшĕ тĕлĕшпе пысăк юсав ĕçĕсем ирттермелле. 10 çул каялла тырăна тасатса типĕтекен комплексем хуçалăхсенче 48 пулнă-тăк, паян 25 çеç. 7 хуçалăхра вĕсем пачах çук. Хуçалăхсенче асăннă комплексемсĕр пуçне тырăна сывлăш вĕртсе типĕтмелли 23 бункер, тырă типĕтекен барабанлă машинăсем 14 пур. Тырă типĕтме хăш-пĕр хуçалăхсен "Моргаушкорм" предприятипе килĕшÿ туни те çухатусенчен пăрăнмалли çул-йĕр. Сăмах техника çине кĕрсе кайнăран çакна та каламалла: юлашки 10 çул хушшинче хуçалăхсем 138 трактор, тĕрлĕрен 44 комбай            н, 43 косилка, 19 пресс-подборщик, 52 плуг, 75 сеялка, 27 культиватор т. ыт. те илнĕ.

Пирĕн тăрăхра çанталăк условийĕсене кура пĕр "хир карапĕ" пуçне 100-115 гектар тырă лаптăкĕ тивмелле пулсан, районта ку кăтарту вăтамран 124 гектарпа танлашать. Çав хушăрах 10 хуçалăхра ку лаптăк 152-195 гектара çитет. Уйрăмах "Хлебороб" (193 га), "Лидер" (192 га), "Чемеево" (182 га), "Колос" (195 га) хуçалăхсен комбайнерĕсене пысăк ответлăх кĕтет.

Вырма çывхарать тесе "хир карапĕсем" çинчен çеç мар, йĕтемсемпе тырă склачĕсем пирки те шутламалла. Тырă алакан, типĕтекен машинăсен юсавлăхĕ, тырă хумалли кĕлетсенчи тирпейлĕх ĕç çи хăвăртлăхĕ çине ырă витĕм кÿресси малтанах паллă. Кунсăр пуçне сĕрмелли-çунтармалли материалсем пирки те паянах шутламалла. Июль-ноябрь уйăхĕсенче чăрмавсăр ĕçлеме хуçалăхсене пурĕ  2700 тонна дизтопливо, 1300 тонна бензин, 120 тонна дизмасло, 35 тонна автол кирлĕ пулсан, паян 307 тонна дизтопливо, 12 тонна дизмасло, 109 тонна бензин пур.

Симĕс ĕç çи тата вырма хĕрÿ ĕç тапхăрĕсем тата вĕсене çынсемпе техника хатĕрĕсем йышлă хутшăннине пĕлсе ĕç сыхлавĕ çинчен те самантлăха манма юрамасть. Кăçал руль умĕнчи механизатор ÿсĕр пулнипе "Герой" хуçалăхра трактор йăванса кайрĕ, Чкалов яч. хис. хуçалăхра механизатор суранланчĕ. Çавна май умри ĕçсенче ĕç йĕркине çирĕ пăхăнасси хуçалăхсенче маршрут карттисем тунинчен те килнине манмалла мар. Унта уйрăмах хăрушă вырăнсене кăтартмалла, кашни водителе е механизатора çав карттăна пăхса ĕçлеттермелле.

Пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнса вырмана тухакан комбайнсем çинче 2 огнетушитель, кĕççе, шăпăр, икĕ кĕреçе, 40 литр шыв, ещĕкпе хăйăр, медицина аптечкипе куçлăх пулмалла.

Паянхи ял хуçалăх ĕçĕнче механизаторсем, комбайнерсем пĕтĕм ĕçе пурнăçлама пултаракан ылтăн алăллă çынсем. Пĕлтĕрхи вырмара 13 экипаж 500-шер тонна ытла тырă çаса тĕшĕлерĕç пулсан, вырмана маларах тĕплĕ хатĕрленни кăçал та çак йыша чакармĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
01 июля 2004
00:00
Поделиться