Моргаушский муниципальный округ

Хĕрлĕхен чирĕ

 

Унпа ачасем çеç мар, çитĕннисем те чирлеççĕ

Хĕрлĕхен (корь) чирĕпе малтанрах ачасем кăна чирлетчĕç пулсан, халĕ вара çак чир аслăраххисене, уйрăмах 20-35 çулхисене т е ерет. Мĕншĕн тесен вĕсене пĕр хут кăна прививка тунă пирки иммунитет (организмăн хÿтлĕх системи) чакса кайнă.

Хĕрлĕхен чирлĕ çынран ерет. Чирлĕ çын калаçнă, сывланă, ÿсĕрнĕ тата сунасланă чухне, хĕрлĕхен микробĕсем сывлăша сирпĕнсе тухаççĕ. Çав пÿлĕмре е çывăхри сывă çын ăшчиккине микробсем лексен, хĕрлĕхен пуçланма пултарать. Çавăнпа та пĕр хваттерте пĕр çын чирлесен чир ыттисене хăвăрт ерет.

Сывă çын чирлĕ çынпа тĕл пулнă кунах чирлемест, тепĕр 7-25 кунтан чирлесе ÿкме пултарать. Чирлеттерекен микробсем ернĕ хыççăн ытларах 7-12 кунтан, тепĕр чухне 15-21 кунтан, чирлĕ çыннăн температура ÿсет, ÿслĕк пуçланать, 2-3 кунтан çăвар ăшчикки хĕрелет, шăл тунисем çине, пит çăмартин шал енне вĕтĕ шурă шатрасем тухаççĕ.

4-5 кун иртсен чирлекен ытларах вĕриленет, çутта хирĕç пăхайми пулать, унăн куçĕсем пÿрленеççĕ, çамкине, хăлха хыçне, мăй таврашне, питне хĕрлĕ лапка шатра тухать. Тепĕр кунтан шатра çурăма тата хырăма, кайрантарах алă-урана тухать. Шатра тухнă тапхăрта чирлĕ çыннăн куçĕсем ытларах хĕрелеççĕ пÿрленеççĕ. Куç хупанкисем, тутасем туртăнаççĕ. Чирлекен çын çине-çинех хыттăн ÿсĕрет, унăн сасси тытăннă пек туйăнать.

Шатра тухса пĕтсен 2-3 кунтан вĕри чакма пуçлать, шатрасем сÿнеççĕ. Малтан питри, унтан çурăм çинчи,  чи кайран ал-урари шатрасем пĕтеççĕ. Ÿслĕк çемçелет, куç тасалать, çутта хăнăхать, ача канлă çывăра пуçлать. Шатра сÿннĕ хыççăн, чир шала каймасан, 2-3 эрнерен çын сывалса çитет.

Пĕчĕк ачасем, уйрăмах имшеррисем, хĕрлĕхенпе чылай, йывăртарах чирлеççĕ.

Чир шала кайсан, ÿпке шыççи пуçланма пултарать. Хăш-пĕр чухне ÿпке шыççи хĕрлĕхенпе пĕр тапхăртах, тепĕр чухне шатра тухнă е сÿннĕ вăхăтра пуçланать. Ÿпке шыçсан, шатра сÿннĕ хыççăн та температура чакмасть. Вăхăтра тата çине тăрса эмеллемесен пĕчĕк ачасем вилме те пултараççĕ.

Хĕрлĕхен хыççăн ачасен час-часах хăлхасем пăсăлаççĕ, хăлха шăтăкĕ пÿрленет, ÿт температури ÿсет, кайран хăлхинчен пÿр юхма пуçлать. Хăлхари пÿр-сÿр тулалла тухмасан, тата вăхăтра эмеллемесен, пÿрĕ мимене кайса, минингит чирĕ пуçланма пултарать.

Чирлĕ çынна тĕттĕмрех пÿлĕме  вырттармалла, пÿлĕме час-часах уçăлтармалла. Чир шала каясса кĕтмелле мар, чирлĕ çынна тухтăрсем патне илсе каймалла.

Ачасене сыхланма çак чиртен прививка тăваççĕ, ăна ачасем 1 çула тата 6 çула çитсен тăваççĕ. Çав прививкăсене тусан ачасем хĕрлĕ шатрапа чирлемеççĕ. Прививка тунă хыççăн пĕчĕкрех ачасен хăш-пĕр чухне кăштах вĕри пулма пултарать. Сайра-хутра прививка тунă ачасем те чирлеме пултараççĕ, вĕсен вара чирĕ çăмăлтарах иртет., тĕрлĕ урăх чирсем пуçланаççĕ. Хальхи вăхăтра кама маларах прививкăсем туман, 35 çула çитеймен çамрăксене хĕрлĕхен чирĕнчен прививка тăваççĕ. Ăна тутарма хăвăр пурăннă çĕрте фельдшер пунктне е больницăна каймалла.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
01 июля 2004
00:00
Поделиться