Моргаушский муниципальный округ

Эрехрен... куççуль тумлать.

 

Урамра хăйăр çинче 6 çулсенчи ача ларать. Çи пуçĕ те таса мар хăйĕн. Кунтан ытла хырăм выççине чăтма йывăр ăна. Пĕр урамра пурăнакан ачасем урамра ăшă тутлă кукăль чăмласа утнă чух мĕн курать-ши мăскĕнĕн чунĕ? Кукăль мар, ăшă çĕр улми хăçан çинине те астумасть пулĕ мăнтарăн. Паян ирпе, ав, пĕçермен макарон кăшланăччĕ-ха. Анчах кÿршĕрен килекен тутлă апат шăрши сăмсана кăтăкланине мĕнле чăтас çак ачан?..

Ÿсĕр амăшĕн вара урăх хуйхă: ăçтан эрех тупса уншăн çунакан ăшчикне йăпатас. Ачи выçă макăрни унăн чĕрин хĕлĕхĕсене пырса тивми пулнă ĕнтĕ...

Сăнарах пăхăр-ха: Хорнуйĕнче çеç мар, ĕçекен çемьесенче кашнийĕнчех, кашни ялтах пур çакăн пек чуна ыраттаракан ÿкерчĕксем. Апла пулсан тĕлĕнме кирлех-ши районти хĕрарăмсен канашĕ иртнĕ эрнере хăйĕн черетлĕ ларăвне сывă пурнăç йĕркипе çыхăннă ыйтусем кĕртнинчен. Пĕтĕмпе 8 ыйту пăхса тухрĕç: сывă пурнăç йĕрки хуçаланассинче хĕрарăмсен комитечĕн пĕлтерĕшĕ, районти халăхăн сывлăхĕ* хĕрарăмсен комитечĕсемпе ашшĕ-амăшĕсен комитечĕсен пĕрле ĕçлесси, эрех ĕçессипе, алкоголизмпа, саккуна пăсса алкоголь продукцине сутассине хирĕç кĕрешмелли программăна пурнăçлани: ĕçсĕр хĕр арăмсемпе ĕçлесси, хĕрарăмсен потребкооперацинчи вырăнĕ: вырăнти хĕрарăмсен комитечĕсен ĕçĕсем çинчен пĕр-пĕрин опычĕпе паллашни. Ларăва район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю. Иванов, Мари республикинчи культура центрĕн Чăваш Республикинчи ертÿçи В.В. Аксакова, районти тĕп больницăн тĕп врачĕ В.Г. Данилов тата кÿршĕллĕ Горномарийски районĕнчи хĕрарăмсен комитечĕн 12 çынран тăракан делегацийĕ хутшăнчĕ.

Чи малтанах пуçтарăннисем Нискассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче пулчĕç. Унтан Мăн Сĕнтĕр райповĕпе кунти çăкăр заводĕнче пулса курчĕç.

Шутлатăн та, йĕркеллĕ ĕçлесе çеç пурăнмалла. Чир-чĕр çыпăçсан та, ав, ялтах сипленме мĕнле лайăх условисем. Ĕçлесен, укçи те пулать. Çăкăр завочĕн продукцийĕсене çеç мар, мĕн çиес килнине кашни кунах мар пулсан та, илсе çикелеме май тупăнатех. Ачисене çав пылак çимĕçе туянса парас вырăнне, ав, хăйсен юлашки укçипе те çав ялти эрех усламçисенчен çав шăршлă шыва илсе ĕçеççĕ. Чунлăха çеç-и, çынлăха  та çухатаççĕ вĕсем. Тĕрĕсех пăшăрханать район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи Н.П. Петрова:

- Камсем юлаççĕ пирĕн хыçран? Вырăнсенче çакăн çине тимлĕх уйăрасчĕ хĕрарăмсен канашĕсен.

Чăннипех те, ĕçекен ашшĕ-амăшĕнчен ачи мĕн ыррине вĕрентĕр. Кун пек ашшĕ амăшĕсен хăйсем çуратнă ачисен пуласлăхне хăйсемех пĕтереççĕ вĕт-ха. Никамшăн та вăрттăнлăх мар ĕнтĕ çакă: пурнăçа хĕрарăмах тытса пырать. Ют çĕршывсенче мĕнле - вĕсемпе пирĕн ĕç çук. Чăваш Енре, Раççейре çакăн пек-ха хальлĕхе. Эрех мĕн чухлĕ куççулĕ илсе килниние хĕрарăмран ытла тата кам пĕлтĕр. Эппин, ĕçкĕпе иртĕхессипе, ялта эрех сутакансемпе кĕрешессинче пуçаруçисем эпир мар пулсан, кам пултăр. Район шайĕнче кашни канашлурах халĕ çак ыйтăва пăрса хăвармаççĕ. Кунтан та ытларах - чи мала хураççĕ. Мĕншĕн тесен район администрацийĕн пуçлăхĕ Ю.А. Иванов палăртнă пек пĕтĕм инкек эрехрен пуçланать.

Хăвăрах шутласа пăхăр: ĕçекен упăшка киле укçа илсе килет-и? Кĕтсех лар. Килти юлашки çăнăх миххине сутса ĕçет. Ачуна çиес килнине çитерме, ăшă тумтир илсе пама кун пек чух укçа çитет-и? Хĕрарăм пĕччен хăть пыршă тухиччен тапаçлантăр - пурнăç тапранмасть, малалла каймасть. Çак лару-тăрура пурăнма ачуна кирлĕ пек тĕрĕс воспитани пама вăхăту юлать-и? Килти хуçалăха лаша пек туртнă чух воспитани кайри плана юласси иккĕлентермест. Хăвăн усăк кăмăлу тата мĕн тума вăй парать. Лайăх-и çакăн пек пурăнма? Ăхă тесе калакансем пулмаççех пулĕ, тетĕп. Эппин, çакăн хыççăн та "ялта пурăнатпăр вĕт, эрех сутакан кÿршĕ пирки мĕнле пĕлтерес милицие е ял администрацине" тесе ларатăр-и? Упăшкăрсемпе  ывăл ачăрсене вĕсем эрех сутса, çын картĕнчен тухма пулăшаççĕ, «Хĕреслĕ» ял еннелле çывăх выртакан çул çине тĕксе яраççĕ - эпир вара шăпăрт тăратпăр-и?

Çемьере арçын ĕçнĕ чух ача-пăча амăш хÿттинче пурăнать-ха. Эпир, хĕрарăмсем, çемьери пурнăçа антарсах лартмăпăр. Çаврăнса пăхăр-ха шухăшăрпа ял йĕри-тавралла: упăшкипе арăмĕ те çав эрех сутакансем патне танкăлтатакансем çук-им? Пур çав. Шел мар-и вара сире çав ачасене. Хăвăр ачăрсене лартса пăхăр-ха вĕсем вырăнне? Мĕнле пек? Эппин, айтăр-ха Нина Пантелеевна калашле, çакăн пек çемьесемпе уйрăммăн ĕçлер. Çакăн усси пурах. Илсе кăтартнă тĕслĕхри хĕрарăм, ав, çакăн пек калаçусем хыççăн эрех ĕçессинчен сипленме килĕшнĕ. Ачаран хакли амăшĕшĕн нимĕн те çуккине туйса илнĕ.

Хĕрарăмсене çак ыйту хумхантарманнине эпĕ ĕненместĕп. Акă, иртнĕ тунти кун, шăп çак канашлу иртнĕ эрнери эрне кун иртрĕ вăл, хыççăн ирхине Муркашра пурăнакан ватă хĕр арăм шăнкăравларĕ. Сирĕн "Паян саншăн - ик айкки те тăвайкки..." статьяна вуларăм. Эпĕ айккинче кулса пăхса тăраканни мар-ха. Пăшăрханаканниех. Сирĕнпе калаçсах чуна уçам-ха. Чармаллахчĕ çав эрех сутакансене", - тет.

Хĕрарăмпа калаçнă чух эпĕ район администрацийĕн пуçлăхĕн сăмахĕсене илсе кăтартрăм. Шăпах çак ларура Ю.А. Иванов акă мĕн терĕ эрех сутакансене чарасси пирки:

- Ку проблемăна татса паратпăрах. Çывăх вăхăтрах татса паратпăр.

Ку хĕрарăмсене лăплантарать. Анчах ял халăхĕ, уйрăмах хĕрарăмсем, айккинче пăхса тăмаллине пĕлтермест. Ялти халăх пулăшсан çеç, вĕсене иртĕхме чарма пулать. Редакцие шăнкăравланă хĕрарăм та тĕрĕсех калать: "Ялĕпех пĕлеççĕ вĕт вĕсем сутнине". Вăт çавсене алăран ярса тытма пулăшасчĕ те. Унсăрăн, ку эрех кÿрекен куççульпе инкек кашни кил алăкĕнченех вăркăнса кĕме пултарать.

Пире, хĕрарăмсене, телевиденипе эрех-сăра рекламăлани пăшăрхантармасть-им? Кун пирки те тарăхать редакцие шăнкăравлакан хĕрарăм Каналсене улăштаркаласа пăхсан, куратăр пуль, мĕн кăна кăтартмаççĕ унта. Çавсене çул çитмен ачасем ашшĕ-амăш сисмен хушăра пăхмаççĕ, тетĕр-и? Канашлура та хускатрĕç çак ыйтăва.

-Путин Президент мĕншĕн пĕлмест çавна?

Район администрацийĕн пуçлăхĕн Ю.А. Ивановăн хуравĕнче пĕтĕм халăхăн чун ыратăвĕ курăнать тесе шутлатăп.

Çакăншăн хамăр айăплă. Республика, Раççей шайĕнчи ертÿçĕсем килсен чи малтан ăçта илсе каятпăр - лайăх вырăнсене, - терĕ вăл.

Шăмăршăна килчĕ В.В. Путин. Куртăр пуль, лайăх пурăнакан çемьене илсе кайса кăтартрĕç ăна. Ĕç укçинчен ĕç укçиччен аран-аран сыпăнкаласа пыракансем (вĕсем пирĕн йышран çурри ытла) патне мар. Тата кам та пулин çак хамăра хумхантаракан ыйтусем пирки  ыйту пачĕ-и; Çук. Эппин, кам айăплă пирĕн инкексемшĕн. Хамăрах.

Тĕрĕсех калать район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Н.П. Петрова:

- Пурте харăс каласан, пирĕн ыратăва илтеççех.

Эппин айтăр-ха, хамăрах вырăнсенче вырăнтан тапранар. Пĕри те тепри эрех сутакан кÿрши çине  айккинчен шăпăрттăн пăхса тăмасан, пурте харăс вĕсемпе кĕрешме пуçласан, чарма пулатех вĕсене. Ку тĕлĕшпе кашнийĕнех мĕн те пулин тумалла. Районти тĕп больница çĕнĕ утăм тăвать, ав, ку тĕлĕшпе. Çамрăк мăшăр ЗАГСа заявлени çырма парсанах, кунтан вĕсене районти тĕп больницăри çемье ыйтăвĕпе ĕçлекен пÿлĕме яраççĕ. Алкоголь пулас ача çине мĕнле сиен кÿни пирки те тепĕр хут асилтереççĕ. Паян районта пулса иртнĕ чылай преступленисенчен психика тĕлĕшĕнчен сывах мар пулнă самантра тунă тĕслĕхсем сахал-ши? Эрех ĕçнĕ ашшĕ-амăшĕсем "шăтарнă" ачасем мар вĕсем, тесе кам хирĕçлесе калайĕ? Эппин, ачана тĕрĕс воспитани парас ĕçе ЗАГСранах, ача юличченех пуçлани вырăнлă.

Пурнăç илемĕ эрехре мар вĕт-ха. Ку тĕлĕшпе кÿршĕсенчен Горномарийски республикинчи Сарапаево ялĕнче пурăнакансенчен тĕслĕх илмелле. Вăл ялта пурăнакан илемлĕ юрă-ташă ăсти А. Яйцов пĕтĕм ял халăхне çак "чире" ертнĕ. Ялĕпех юрлаççĕ те ташлаççĕ, вĕсен эрех ĕçсе сĕтĕрĕнсе çÿреме вăхăт та кăмăл та çук. Эппин, вырăнти влаçран, обществăлла организацисенчен нумай килет халăх пурнăçĕ мĕнле пуласси. Вĕсем халăхпа мĕнле ĕçленинчен. Эппин ял администрацийĕсем те, вырăнти ветерансен, хĕрарăмсен канашĕсен культура, вĕрентÿ, медицина ĕçченĕсен, кашни çыннăн тĕлĕрес марччĕ, пуçаруллă пулмалла. Çавăн чухне çеç эрех сирĕн кил тĕлне куççУльпе юхакан çырмана та чавсах хураймĕ, нимĕнле инкек те пăрахса параймĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
30 июня 2004
00:00
Поделиться