Ыйхă канлĕ-и?
Этем хăйĕн пурнăçĕн виççĕмĕш пайне çывăрса ирттерет теççĕ. Çавăнпа та ыйхă канлĕ пултăр тесе тăрăшмалла. Çывăрса тăраннă çын лайăх вĕренет е ĕçлет, унăн ĕç тухăçлăхĕ те пысăк.Чылай вăхăт канлĕ çывăраймасан этем психики улшăнма пултарать. Ыйхă лăпкă пултăр тесен çак ансат канашсене пурнăçа кĕртме тăрăшăр.
Пĕр апат кашăкĕ укроп вăррине е курăкне вĕретнĕ 300 грамм шыва ярса сехет-сехет çурă тытмалла, кайран ăна кунне 3 хут çĕршер грамм ĕçмелле.
Сельдерей тымарне 30-50 грамм илсе 1 литр вĕретнĕ сивĕ шыва ямалла, сакăр сехет тытмалла. 1-2 апат кашăкĕ кунне 3 хут ĕçмелле.
2 апат кашăкĕ вĕтетнĕ çарăка вĕретнĕ 1 стакан шыва ярса 10-15 минут вĕретмелле. Çывăрас умĕн пĕрер стакан ĕçмелле. Çарăк сĕткенне вĕретсе ĕçни вара тата та лайăхрах пулăшать.
Пуç вĕçне е минтер айне тĕрлĕрен курăк хураççĕ, ытларах хăмлапа, пĕтнĕк курăкĕпе (мята), мелиссапа усă кураççĕ.
Çывăрма выртас умĕн герань çулçисене алăра лÿчĕркесе шăршламалла. Кушак курăкĕн (валериана) настойкине шăршлани те питĕ усăллă.
Çывăрас умĕн 3 чей кашăкĕ мăкăнь шывне (çур литр шывра пĕр пуç мăкăнь вĕретмелле) ĕçмелле. Çапла туни сирĕн организма сиен кÿмесĕр лăпкă та тарăн ыйхăпа çывăрма пулăшĕ.