Симĕс ĕç çи
Выльăх апачĕ - тухăç никĕсĕ
Ял хуçалăхĕнчи пĕтĕмĕшле йывăрлăхсем ăратлă выльăх ĕрчетессипе специализацилекен "Свобода" ял хуçалăх производство кооперативне-заводне те айккинче тăратса хăвармаççĕ, анчах Кашмашсемпе Çатракассисем ответлă тапхăрсенче пĕр чăмăра пĕрлешсе вĕсене çĕнтерсе пыраççĕ, хуçалăх производствине аталантараççĕ, экономикине тĕреклетеççĕ. Çакăнта вĕсене çĕнĕлĕхсене алла илсе пыни те пысăк тĕкĕ. Çулталăк каялла хуçалăх рулонлă сенаж тăвас технологие туянчĕ, вăл пулăшнипе иртнĕ хĕл валли çителĕклĕ апат хатĕрлерĕ. Кăçал та юлашки кунсенчи уяр çанталăкпа усă курса хуçалăх. Итали технологине çийĕнчех хире кăларчĕ: механизаторсемпе водительсем сенаж хатĕрлес ĕçе кÿлĕнчĕç.
Кĕске справка. Кăçал "Свобода" хуçалăхăн обществăлла выльăх-чĕрлĕхе тупăшлă ĕрчетме 1100 тонна ытла утă, 2124 тонна сенаж, 800 тонна слос хатĕрлемелле. Çакна валли нумай çул ÿсекен курăксене кăна 986 гектар çинче çулса илмелле. Иртнĕ тунти кун çак плана хатĕрлессипе хуçалăх уй-хирĕсенче симĕс ĕç çи хĕрÿ тапхăрта пыратчĕ: Герман Алжиров, Николай Максимов, Александр Матвеев механизаторсем косилкăсемпе нумай çул ÿсекен курăксене çулатчĕç, Е. Шапошников çулнă курăка валеме пу-хатчĕ, И. Николаев вара симĕс массăна рулонлă пресспа пухатчĕ, В. Валеников автокарăпа рулонсене автомашинăсем çине тиетчĕ, С. Кирпичниковпа В. Чаплин, Н. Давыдовпа В. Степанов водительсем рулонсене ферма çывăхне турттарма хатĕрччĕ. Çатракасси ферминче вара ку рулонсене М. Дмитриев полиэтилен хутпа чĕркесе управа хурать.