Моргаушский муниципальный округ

Тĕрлĕрен пулăшу ытларах пултăр

 Кашни çынах пурнăçра вăл е ку пулăшупа усă курать: кĕпе-тумтир çĕлемелле е атă-пушмак, телевизор юсамалла, кун пек чухне эпир тÿрех Йăла çуртне чупатпăр. Вĕсен пулăшăвне кура кăмăл та çĕкленет.

Районта тÿлевлĕ пулăшу парасси епле шайра, çынсем ытларах мĕнле пулăшупа усă кураççĕ? Çаксем пирки каласа пама ыйтнă хаçатăн обществăпа политика пурнăç пайĕн ертÿçи А. Чернова район администрацийĕн экономикăпа прогноз пайĕн ертÿçинчен Э.И. Симаковаран.

- Эльвира Иосифовна, районта хальхи вăхăтра тÿлевлĕ прулăшу парасси епле шайра?

- Пурнăç кунсерен малалла каять. Çынсен тупăшĕ те ÿссе пырать. Çавна май çынсене тÿлевлĕ пулăшу парасси те ÿссе пырать.

Кăçалхи пилĕк уйăхра районти çынсене тĕрлĕрен пулăшусем 10975 пин тенкĕлĕх панă, ку вăл иртнĕ çулхипе танлаштарсан 15 процент чухлĕ ытларах. Кашни çын пуçне тÿлевлĕ пулăшу 457 тенкĕлĕх пулнă, республикипе илсен ку кăтарту 355 тенкĕпе танлашать. Анчах та, пĕтĕмĕшле илсен, тÿлевлĕ пулăшу парасси чакнă. Урăхла каласан, çынсем тĕрлĕрен пулăшусемпе сахалтарах усă курнă.

Çынсем ытларах йăла, транспорт, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу, çыхăну, вĕрентÿ, культура, физкультурăпа спорт, медицина, право, банк, суту-илÿпе обществăлла апатлану т. ыт. пулăшусемпе усă кураççĕ. Тĕрлĕ харпăрлăхлăх предприятисемпе организацисем, уйрăм предпринимательсем параççĕ çав пулăшусене. 2003 çулхи ĕçсене тишкерсен çакă курăнать: çынсем ытларах коммуналлă пулăшусемпе (49 процент), йăла (16 процент), çыхăну (8 процент) пулăшăвĕсемпе усă кураççĕ.

- Йăла пулăшăвĕсемсĕр никам та пурăнаймасть. Ку тĕлĕшпе мĕн калама пултаратпăр?

- Йăла ыйтăвĕсене тивĕçтересси социаллă пĕлтерĕшлĕ кирлĕ отрасльсенчен пĕри шутланать. Ку пулăшусемпе районта 56 предприяти тата 45 уйрăм предприниматель тивĕçтереççĕ. Кунта çĕвĕ изделийĕсем çĕлесси  тата трикотаж изделийĕсем çыхасси малти вырăнта тăрать (14,4 процент). Иртнĕ икĕ çулта йăла пулăшăвĕсем парасси кăштах ÿснĕ пулсан, кăçалхи 5 уйăхра 10 процент чухлĕ чакнă. Уйрăмах радиоэлектронлă аппаратура, йăлара усă куракан ытти техника, автотранспорт, сĕтел-пукан юсассипе, парикмахер пулăшăвне парассипе, сăн ÿкерттерессипе сахалтарах ĕçленĕ.

Çынсем вара паян тĕрлĕрен пулăшусем ыйтаççĕ. Йăла служби вĕсене пур чухне те тивĕçтереймест. Çакăн сăлтавĕсене те ăнланма пулать. Кивĕ оборудовани, паллах, паянхи кун ыйтнине тивĕçтереймест.

Ку отрасльте ĕçлекенсен ĕç укçи шайĕ те пĕчĕк. Районта уйăхри вăтам ĕç укçи 1967 тенкĕпетанлашать пулсан, йăла ыйтăвĕсене тивĕçтернĕ çĕрте - 1100 тенкĕ кăна. Квалификациллĕ специалистсем çитменни те ĕçре чăрмав кÿрет.

- Ытти пулăшусем парассипе лару-тăру еплерех?

- Хăш-пĕр тÿлевлĕ пулăшусен хакĕ пĕчĕк мар пулни вĕсен аталанăвĕ çине те витĕм кÿрет. Сăмахран, транспорт пулăшăвĕсем парассин калăпăшĕ чакса пырать. Харпăр хăйсен транспорт хатĕрĕсем нумайланса пыни те çакăн пĕр сăлтавĕ. Иртнĕ çулта виçĕм çулхинчен груз турттармалли автомашинăсен хисепĕ 32 ÿснĕ. Хальхи вăхăтра çынсен 430 автомашина, 263 трактор шутланать. Транспорт пулăшăвне парасси "Нива", Е. Андреев яч. хис., "Оринино", "Передовик", "Волга", "Колос" хуçалăхсенче чакнă.

Пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă пулăшу та çынсене кунсерен кирлĕ. Районта муниципаллă пурăнмалли çурт-йĕр фончĕ 71,5 пин тăваткал метр шутланать. Пĕр çын пуçне вăтамран 17,7 тăваткал метр тивет. 2004 çулхи экономика тăкакĕсене шутласа тишкерсен, электроэнергипе газа шутласан, 1 тăваткал метр хакĕ 18 тенкĕ те 3 пуспа танлашать. Çынсем вара 1 тăваткал метршăн 16 тенкĕ те 84 пус тÿлеççĕ (хăйхаклăхăн 90 проценчĕ чухлĕ).

Юлашки çулсенче коммуналлă пулăшу парассин калапăшĕ 44 процент чухлĕ ÿснĕ. Коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлессин хакĕпе пĕрлех социаллă нормăна пăхса çынсене субсиди те параççĕ. Кăçалхи 5 уйăхра 245 çемье 643 пин тенкĕ субсиди илнĕ.

Çынсем вутă, торф брикечĕ е çĕр кăмрăкĕ илнĕшĕн те компенсаци илеççĕ. Кăçал 828 çемье 1838 пин  тенкĕ компенсаци илнĕ.

- Çын пурнăçĕнче çыхăну пулăшăвĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕнтĕ.

- Çапла, хальхи вăхăтра çыхăнусăр ниепле те май çук. Çыхăну пулăшăвĕн калăпăшĕ те çулсерен ÿссе пырать.

Муркашри линипе техника цехĕ граждансене тĕрлĕ хуласемпе, телеграфпа, интернетпа çыхăнтарать. Кăçахи 5 уйăхра пĕтĕмпе 3747 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ пулăшусем панă. Хальхи вăхăтра районта телефонсем 3992, радио точкисем 8485, 59 абонент интернетпа усă кураççĕ. 16 ял администрацийĕнче тÿрех тĕрлĕ хуласемпе калаçма пултараççĕ. Çынсем почта çыхăнăвĕн пулăшăвĕпе те ытларах усă курма пуçланă, ку иртнĕ çулхинчен 19 процент ÿснĕ.

- Суту-илÿ ĕçĕ пирки мĕн калама пултаратăр?

- Суту-илÿ тата обществăлла апатлану предприятийĕсем пĕр тикĕс ĕçлесе пыраççĕ. Ку енĕпе кăтартусем иртнĕ çулхинчен чылай ÿснĕ. Муркаш тата Мăн Сĕнтĕр райповĕсем çынсем ыйтнине шута илсе вĕсене тĕрлĕрен пулăшу парассине ÿстерсе пыраççĕ. Кăçал 54 пин тенкĕлĕх йăла пулăшăвĕсем панă, ку вăл иртнĕ çулхинчен 35 процент чухлĕ ытларах. Апла пулин те таварсен ассортиментне ÿстерессипе ĕçлемелле.

Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси те тĕп задачăсенчен пĕри. Медицинăра тÿлевлĕ пулăшупа ытларах шăл ларттарнă чухне усă кураççĕ.

Районти çынсем çавăн пекех перекет банкĕн, страхлакан компанисен пулăшăвĕсемпе те усă кураççĕ. Юлашки çулсенче тĕрлĕ пулăшусен çĕнĕ тĕсĕсем хутшăнма пуçларĕç: аудит, консультацисем, реклама, информаципе компьютер пулăшăвĕ т. ыт. те.

Тÿлевлĕ пулăшусем парассине малалла та аталантарса пымалла. Республикăри экономика ăмăртăвĕн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ чух ку тĕлĕшпе мĕнл

е ĕçленине те шута илеççĕ.



"Çĕнтерÿ ялавĕ"
23 июня 2004
00:00
Поделиться